Елена Николаева ячӗпе хисепленекен 8-мӗш спорт шкулӗн стадионӗнче спортсменсене йышӑнма халӗ пӗтӗм май пур. Унччен вара ӑмӑртусем ирттересси иккӗлӗнтернӗ, тет учреждени директорӗ Алина Иванова.
Старта 100 ытла спортсмен тухрӗ. Вӑл шутра Мускаври атлетсем те пулчӗҫ. СССР чемпионӗн Анатолий Григорьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртусем 2021-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Пухӑннисене сумлӑ спортсменӑн ывӑлӗ Алексей Григорьев саламларӗ. Вӑл хӑй те ашшӗнчен тӗслӗх илнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене 7 ӳсӗмри ушкӑнсенче палӑртрӗҫ. Спортсменсем пӗр пинрен пуҫласа 10 пин метр таран парӑнтарчӗҫ. Чи кӗҫӗннисенчен Иван Трофимов ятарлӑ парнене тивӗҫрӗ. Арҫын ачан аппӑшӗсем те Раҫҫейри ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ.
Тӳресем хӑвӑртлӑха кӑна мар, утакансен техникине те хакларӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вара Элӗкре ҫӑмӑл атлетика енӗпе РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерне Василий Семенова асӑнса ӑмӑрту иртӗ.
Диана Иванова, Вячеслав Ильин