Шупашкарти пушар чаҫӗнче тӑватӑ ураллӑ «ҫӑлавҫӑсене» отряда илнӗ

Иртнӗ ҫул Раҫҫейри Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем кушаксен "Семёнычи" ятлӑ пӗрремӗш отрядне туса хунӑ. Ӑна Тюменьти пушар чаҫӗнче службӑра тӑнӑ Семён кушак ячӗпе йӗркеленӗ.

Вӑл вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешекенсен талисманӗ шутланнӑ, социаллӑ сетьре унӑн хӑйӗн страници те пулнӑ. Пӗлтӗр ҫуркунне ӑна машин ҫапса кайнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗрлӗ регионти ҫӑлавҫӑсем хӑйсен чаҫӗнче пурӑнакан кушакӗсемпе паллаштарнӑ,  вӗсен отрядне чӑмӑртанӑ. Халӗ ҫак ушкӑнра Чӑваш Ен те пур. Шупашкарти 6-мӗш пушар чаҫӗнче тӑватӑ ураллӑ икӗ тус сыхӑ тӑраҫҫӗ. 

Барсик строя тӑма васкамасть. Дисциплина унӑн хальлӗхе уксахлать, мӗн пур кушак пекех хӑйне хуҫа пек тытма хӑнӑхнӑ вӑл. Ӑҫта ҫӳрес тет - ҫавӑнта ҫӳрет. Гарик йытӑ вара йышран юлмасть. Стройра унӑн хӑйӗн вырӑнӗ те пур. Тӑватӑ ураллӑ тус кунта ҫулталӑк ӗнтӗ хурал тӑрать. Хуҫипе пӗрле, 6-мӗш пушар чаҫӗн уйрӑмӗн командирӗпе Тевос Минасянпа, ӗҫе ҫӳрет вӑл. Хӑйне чӑн-чӑн ҫӑлавҫӑ пек тытать - яваплӑ, чӑтӑмлӑ.

- Пушарта темӗн те курма тивет, тепӗр чухне пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа таврӑнни те пулать. Гарик  хӳрине пӑлтӑртаттарса кӗтсе илни  пире савӑнӑҫ парнелет, - теҫҫӗ вут-ҫулӑм сӳнтерекенсем.

Барсик кушак та ахаль лармасть. "Семёнычи" ҫӑмламассен отрядӗнче кашни хӑйӗн тивӗҫне пӗлет. Пурлӑха сӑтӑр кӳрекенсенчен сыхлаҫҫӗ вӗсем. Пӗҫук, сӑмахран, шӑши тытма ӑста. Пӑлханнине ирттерме те пулӑшать.

Барсик Семён ӗҫтешӗпе пӗр сӑнлӑ. Министерствӑн «ҫӑмламас ҫӑлавҫӑсен» отрячӗ шӑпах ун ячӗпе хисепленсе тӑрать. Пушар чаҫне лекнин историйӗ те вӗсен пӗрешкел. Вут-ҫулӑм сӳнтерсе таврӑннӑ чухне йывӑҫ ҫинче мӗскӗн саспа макӑрса ларакан Барсике асӑрханӑ ҫӑлавҫӑсем. Ӑна пулӑшма васканӑ, хӗрхенсе хӑйсем патӗнче хӑварнӑ. Тӑватӑ ураллӑ ӗҫченсене кунта лайӑх пӑхаҫҫӗ: апат-ҫимӗҫе пӗрле пайлаҫҫӗ.

Чаҫре 4 хурал ушкӑнӗ - Барсикпе тата Гарикпе кашниех туслӑ. Йытпа кушак Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин паллиллӗ галстук ҫыхса ҫӳреме те тивӗҫ пулнӑ. Ирпе вӗсене тӗл пулсан смена лӑпкӑ иртет, - теҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.


Екатерина Фомина, Наталия Егорова, Димитрий Макаров