Шупашкарти нумай ачаллӑ Крыловсем патшалӑх пулӑшнипе ура ҫинче ҫирӗп тӑраҫҫӗ

Нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пысӑк тимлӗх уйӑрать. Вӑл шутра федераци шайӗнче те, республикӑра та ҫирӗплетнӗ ҫӑмӑллӑхсем пур. Шупашкарта пурӑнакан Крыловсен ҫемйи те пулӑшупа усӑ курма пултарнӑ.

Крыловсем тӗп хулара пурӑнаҫҫӗ, канмалли кунсем ҫитсен вара тӳрех яла васкаҫҫӗ. Кунти пурнӑҫа ҫав тери юрататпӑр, теҫҫӗ Аннӑпа Александр. Ҫавӑнпа та пӗлтӗр Хыркассинче ҫурт тума пуҫланӑ. Ӑна вӗсем хӑйсен вӑйӗпех хӑпартнӑ. Ҫав вӑхӑтрах патшалӑх пулӑшӑвӗ самай ҫӑмӑллӑх кӳнӗ.

Халӗ шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ. Электричество кӗртмелле, сантехника вырнаҫтармалла, ҫурта ӑшӑ тытмалла тумалла. Ҫемье пуҫӗ хӑй те строитель. Ҫак тытӑмра вӑл 20 ҫул тӑрӑшать. Ҫавӑнпа ӗҫлекенсене хӑй те яланах пулӑшать. Крыловсен 3 хӗр ача ҫитӗннӗ май кашни валли уйрӑм пӳлӗм пӑхса хунӑ. Ҫавӑн пекех пысӑк зал, тум-тир пӳлӗмӗ тата мастерской пулать. Ку лаптӑк вӗсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Крыловсем ҫӗр ӗҫне те кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче те вӗсен участок пур. 3 ҫул каялла Анна Николаевна "Социаллӑ килӗшӳ" программӑна хутшӑннӑ. Проект хӳтелесе 250 пин тенкӗ ҫӗнсе илнӗ.Унсӑр пуҫне тӗрлӗ чей курӑкӗ пуҫтарса типӗтет ӗҫчен ҫемье.

Чӑнах та, Крыловсем пӗрре те ахаль лармаҫҫӗ. Кӑмпине те тӑварлаҫҫӗ, килти кӑлпасси те тӑваҫҫӗ. "Ӳркенмелле мар кӑна", теҫҫӗ. Кунта та вӗсем выльӑх-чӗрлӗх усрама палӑртаҫҫӗ. Лаптӑкӗ ҫителӗклӗ. Ялти пурнӑҫ пачах урӑхла, кунта килсен вӑй хушӑнать, тет мӑшӑр. Сӑмах май, хулара вӗсен  хваттер. 2-мӗш ачине ҫуратнӑ хыҫҫӑн амӑшӗн капиталӗпе усӑ курса ипотека парӑмне сахаллатма пултарнӑ. Кӗҫех вара уйрӑм ҫурт пулнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ.

 

Диана Иванова, Михаил Солин