Шупашкарти ҫемье фестивалӗ ҫӗр-ҫӗр туслӑ йыша пуҫтарчӗ

Ҫӗршыври Ҫемье ҫулталӑкне халалласа республикӑра чылай ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун Хӗрлӗ тӳремре пӗрремӗш хут "Шупашкар ҫемйи" фестиваль иртрӗ.

Пӗр вырӑнта юрра-ташша ӑста, спортпа туслӑ тата обществӑлла ӗҫре хастар ҫемьесем пуҫтарӑннӑ. Фестивале кӑҫал Шупашкарӑн ҫавра ҫулне те халалланӑ. Ҫавна май конкурса тӗп хулара пурӑнакан 555 ҫемьерен заявка ҫитнӗ. Фестивальте вӗсем виҫӗ енпе - пултарулӑх, спорт тата ӑс-тӑн конкурсӗсенче тупӑшрӗҫ. Пӗрисем эстафетӑра вӑйне тӗрӗсленӗ вӑхӑтра теприсем тӗрлӗ кӑткӑс ыйту хуравне шырарӗҫ.

Тӗп сцена ҫинче вара кунӗпе юрӑ-кӗвӗ кӗрлерӗ. Кунта пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Фестивале хутшӑнакансем халӑх, эстрада юррисене шӑрантарнисӗр пуҫне рок-оперӑри арисемпе те тыткӑнларӗҫ. 
Фестивале пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ӑс-тӑн тупӑшӑвӗнче Аликовсен ҫемйине ҫитекенсем пулмарӗҫ. Евдокимов-Осташенковсем вара пултарулӑхӗпе палӑрчӗҫ. Вӗсем амӑшӗн чи юратнӑ юррине шӑрантарса куракансене тыткӑнларӗҫ. Спортпа туслӑ ҫемье номинацире Трофимовсем чи вӑйлисем пулчӗҫ. Фестивале хутшӑнакансене сертификатсемпе парнесем парса саламларӗҫ.


Оксана Верликова, Лидия Галактионова, Михаил Солин