Шупашкарти аэровокзал кӗҫех тулли хӑватпа ӗҫлеме пуҫлӗ

Строительсем тӗп хулари Андриян Николаев ячӗллӗ ҫӗршывсем хушшинчи аэропорт реконструкцин пӗрремӗш тата иккӗмӗш тапхӑрӗсене вӗҫленӗ. Ҫӗнелнӗ аэровокзала халӗ ятарлӑ комисси хаклать. 

Комисси ӗҫе пуҫӑниччен хатӗр ҫурта малтан регионти влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем пахаларӗҫ. Мӗнле калӑпӑшлӑ улшӑнусем пулса иртнипе делегацие аэропортӑн тӗп директорӗ Руслан Минаев паллаштарчӗ. Кунта ҫурт лаптӑкне самай пысӑклатнӑ. Ҫакӑ вӗҫевсен йӗркине ырӑ витӗм кӳрӗ. Аэропорт малашне харӑсах виҫӗ рейс таран йышӑнать. Кун пирки унччен  кунта тӑрӑшакансем ӗмӗтленмен те. Пассажирсем те вокзалта  хӑйсене канлӗ туйма пултарӗҫ. Ҫакӑн валли тӗрлӗ май пӑхса хунӑ. Ҫуртра пассажирсене регистрацилемелли лаптӑкпа пӗрлех багаж йышӑнмалли автоматизациленӗ тытӑма хута ярӗҫ. Ҫавӑн пекех рейс кӗтмелли лаптӑксем тата ачапа амӑшӗн пӳлӗмӗсене пӑхса хунӑ.  Сусӑрсем валли ятарлӑ лифт пур.

Строительсем чӑнах та нумай ӗҫ тунӑ. Монолитпа тимӗр-бетон конструкцисене ҫӗнӗрен хӑпартнипе пӗрлех ҫуртӑн кӑшкарне, стенисене, тӑррине ҫӗнетнӗ, никӗсне те ҫирӗплетнӗ. Тавралла ҫӗмӗрӗлмен чӳречесем лартнӑ. Мӗн пур инженерипе электричество коммуникацине улӑштарнӑ. Ҫӗнӗ электроподстанци хута янӑ. Мӗн палӑртнине тума аэропорт хӑй бюджетӗнчен пӗр миллиард та 100 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Пассажирсене йышӑнма ирӗк паракан документсене илсе пӗтерсен, ҫӗнелнӗ аэровокзал алӑкне раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Хыҫҫӑнах вара юсавӑн виҫҫӗмӗш тапӑрӗ пуҫланӗ. Вӑл пассажирсене йышӑнакан лаптӑка пырса тивӗ.

Аэропорт ҫӗнелнипе пӗрлех вӗҫевсен географийӗ те анлӑланмалла. Ҫитес ҫултан, сӑмахран, Шупашкар - Калининград  рейс уҫӑлмалла, палӑртрӗ транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Максим Петров. Аэровокзал умне те самай тирпей-илем кӗртнӗ. Республика тата хула вӑйӗпе Иван Скворцов лаптӑкӗнче плитка сарнӑ,  чарӑну павильонне тата ҫутӑ тытӑмне  ҫӗнетнӗ, саксем вырнаҫтарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра парковкӑсене тимлӗх уйӑрӗҫ. Обществӑлла транспорта ҫӳреме чӑрмантаракан урлӑ-пирлӗ лартнӑ машинсем малашне пулмӗҫ, палӑртрӗ хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов.


Леонид Петров, Михаил Солин