Кванториума малашне аякка ҫӳремелле пулмӗ. Ҫӗнӗ технопарксене "Вӗренӳ" наци проекчӗн "Хальхи шкул" федераци программипе килӗшӳллӗн уҫнӑ. Кирлӗ хатӗрсем туянма пӗлӳ учрежденийӗсене 40 ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ятарлӑ лапамсенче ачасем кӑсӑклантаракан ӑслӑлӑха тӗплӗнрех тӗпчеме пултараҫҫӗ. Физика пӳлӗмӗнче, сӑмахран, ҫӗнӗ хатӗрсемпе опытсем ирттерме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Хӑшне-пӗрне 3 «Д» модельсем тӑвасси илӗртет. Вӗренекенсем кӑткӑс конструкцисем тума та часах хӑнӑхса ҫитнӗ. Ҫавӑнпа та Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Атӑл леш енчи аталану хурӑмне тӑвассипе конкурс ирттерме сӗнчӗ.
Тӗрӗссипе, ачасен ку лапамра кӑмӑла ирӗке ярса мӗн килӗшнине пӗтӗмпех шутласа тупма пулать. Хӑшне-пӗрне "Кванториум" пулас профессине суйлама та пулӑшнӑ. Пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарас текенсем, сӑмахран, кунтах пирвайхи утӑмсем тӑваҫҫӗ.
Кунта робототехника тата пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсен проектне тӑвассипе те аталанасшӑн. Ҫавӑн пекех шкулти "Кванториум", Чӑваш патшалӑх университечӗ, республикӑри предприятисем пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ. Ҫакӑ ҫамрӑксене пулас профессине суйланӑ хыҫҫӑн аслӑ шкулта е производствӑра практика тухма май парӗ.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Андрей Шоклев