Шупашкартан Луганск тӑрӑхӗнчи госпитальсемпе ҫар чаҫӗсене  гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ

Салтаксене пулӑшакансен йышӗ республикӑра ӳссех пырать. Хальхинче те халӑхпа пӗрле госпитальсемпе ҫар чаҫӗсене кирлӗ япаласене часах пухнӑ.

3 тонна таякан тиеве вырӑна илсе ҫитерессине "Пӗрле" фонд йӗркелет. Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем эмелсем, шприцсем, пластырьсем, гигиена хатӗрӗсем пуҫтарса панӑ. Элӗк тӑрӑхӗнчи "кӗмӗл" волонтерсем минтерсем ҫӗленӗ, ҫӑлӑнӑҫ суллисем ӑсталанӑ. Ырӑ ӗҫе республикӑри медицина учрежденийӗсем, шкулсем, промышленноҫ предприятийӗсем, фермерсемпе предпринимательсем, тӗрлӗ пӗрлешӳ хастарӗсем хутшӑннӑ. "Катюша" волонтёрсен ушкӑнӗ те айккинче юлман. Салтаксем валли хӗрарӑмсем апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ.