Шупашкарта волонтерсене хатӗрлекен центр уҫӑлчӗ

Вӗренӳ программине "Единая Россия" партин "Молодая гвардия" пӗрлешӳ никӗсе ҫинче йӗркеленӗ.

Республикӑра волонтерсене хатӗрлекен вӗренӳ лаптӑкӗ уҫас шухӑша "Единая Россия" партин ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Александр Сидякин кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш Енре ӗҫлӗ ҫӳрӗвпе пулнӑ май ырланӑ. Ку центр Атӑлҫи тӑрӑхӗнче 4-мӗш пулчӗ. Партин регионти уйрӑмӗ ҫакӑн валли кӗтес уйӑрнӑ, кирлӗ хатӗрсем туяннӑ. Вӑл шутра 3 «Д» принтер, ноутбуксем, дронсем. Волонтерсем пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсемпе ӗҫлеме хӑнӑхма кӑна мар, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама, ачасемпе ҫыхӑну йӗркелеме вӗренеҫҫӗ. Волонтер ӗҫне тин пикеннисем те, опытлисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Вӗренӗве ятарлӑ ҫар операцинче пулнисем, медицинӑри специалистсем, ҫамрӑк гвардеецсен йышӗнчи хастарсем ирттереҫҫӗ. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн волонтерсем пулӑшу ӗҫне кӳлӗнӗҫ, Раҫҫейри ҫӗнӗ регионсене тухса ҫӳрӗҫ.

Ку центр волонтерсене хатӗрлес ӗҫе лайӑхлатма пулӑшӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене ҫӑмӑллӑх кӳрес текенсен йышне ӳстерӗ. Пӗрремӗш ушкӑн вӗренӗве пуҫланӑ та ӗнтӗ.

 

Диана Иванова, Елена Буинцева, Екатерина Янгалакова