Шупашкарта пӗрремӗш хут ҫӗнӗ мелпе чӗре ҫинче операци тунӑ

Чӑваш Енре пӗрремӗш хут чӗре юн тымарӗсене стент лартма ҫӗнӗ меслетпе усӑ курнӑ. Комсомольски тӑрӑхӗнчи Василий Архипов кардиодиспансера коронарографи тума килнӗ. Специалистсем унӑн юн тымарӗсем питӗ япӑхланса ҫитнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та пациента васкавлӑ операци тума йышӑннӑ.

Василий Павловичӑн унччен те инфаркт пулнӑ, ӑна вӑл ура ҫинчех ирттерсе янӑ. Юлашки вӑхӑтра вара арҫынна пӗчӗк хускану тусанах чӗре ыратни кансӗрлеме пуҫланӑ. Чир колхозра ӗҫлеме те чӑрмантарнӑ.

Специалистсем коронографи вӑхӑтӗнче юн тымарӗсем япӑх пулнине, вӗсем питӗрӗнсе ларнине асӑрханӑ. Ҫакӑ тепӗр инфаркт пулассипе хӑрушӑ. Ҫавӑнпа та пациента васкавлӑ операци тума йышӑннӑ. Кун пек лару-тӑрура чӗре юн тымарӗсем ҫинче шунтировани тӑваҫҫӗ. Анчах та операци умӗн 5-7 кун маларах юна шӗветекен эмеле ӗҫме пӑрахмалла. Ун пек нумай кӗтме вӑхӑт ҫук тата стент лартнӑ вӑхӑтра чӗре чарӑнма пултарать. Консилиум ирттернӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем ҫӗнӗ мелпе усӑ курас тенӗ - ЭКМО пулӑшӑвӗпе васкавлӑ стенировани тӑвасси.

Халӗ пациент  хӑйне лайӑх туять. Ҫак кунсенче киле таврӑнма хатӗрленет.

Тӗнчере пӗрремӗш хут ҫавӑн пек операцие 2011-мӗш ҫулта Кемеровӑри чӗре центрӗнче тунӑ. Ҫак сиплев учрежденирен 2 ҫул каялла пирӗн диспансера Иван Верещагин рентгенхирург килнӗ. Вӑл шӑпах каткӑс операцие тӑвакансенчен пӗри. Халӗ Иван Верещагин Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗ, кардиологи диспансерӗн рентгенхирурги уйрӑмӗн ертӳҫи. Малтанласа ЭКМО темипе вӑл кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Ҫак ҫӗнӗлӗх нумай ҫынна пулӑшма пултарӗ.


Надежда Александрова, Андрей Шоклев