Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансанах, 1941-мӗш ҫулта Тверь облаҫӗнчи Вышний Волочокран Чӑваш Ен тӗп хулине Пир-авӑр комбиначӗпе пӗрле Ӗҫ ҫыннисен библиотекине те куҫарса килнӗ. Ҫапла, ҫак учрежденин Шупашкарти историйӗ ҫырӑнма пуҫланӑ. Вӑл темиҫе адрес улӑштарма ӗлкӗрнӗ. Кунта вара 1980-мӗш ҫулта тӗпленнӗ. Дизайнерсем Пир-авӑр комбиначӗн районӗ хӑй те истори тӗлӗшӗнчен пуян, ҫурчӗсем интереслӗ пулнине шута илсе ӗҫленӗ.
Библиотекӑна темиҫе кӑсӑклӑ лаптӑка пайланӑ. Хула гостинӑйӗ, пултарулӑх лабораторийӗ, коворкинг тата лекци залӗсем. Кунта шӑплӑхра ларма та, компьютерпа выляма та май пур. Ҫывӑх вӑхӑтрах волонтерсен центрне уҫма планлаҫҫӗ.
Ку чӑн малтан библиотека пулнине ҫӳлӗксем ҫинчи кӗнекесем кӑна аса илтереҫҫӗ. Литература фондне те "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пуянлатнӑ. Халӗ кунта 6 пин экземпляр кӗнеке. Библиотекӑна уҫма ҫӗршыв правительствин председателӗн ҫумӗ Татьяна Голикова инҫет мелӗпе хутшӑнчӗ. Ҫӗнелме черетре тӑракан вулавӑшсем республикӑра татах пур.
Надежда Александрова, Наталия Егорова, Виктор Степанов