Шупашкарта иккӗмӗш кун "Ҫӗр улми - 2025" курав ӗҫлет

Паян унта ҫак отрасле аталантарас ыйтусемпе «ҫавра сӗтел» пулать. Вӑрлӑх туянас текенсене те кӗтеҫҫӗ.

Ҫӗр улми куравне Чӑваш Ен 17-мӗш хут ирттерет. Иккӗмӗш ҫӑкӑра халалланӑ уяв урамранах пуҫланать. Кунта ял хуҫалӑх техникипе паллашма пулать. Хӑватлӑ трактор-машинпа ҫӗр ӗҫченӗсем уйрӑмах кӑсӑкланчӗҫ. Техника паркне ҫӗнетекенсен тӑкакӗсене патшалӑх 45 процент таран саплаштарать. - Ҫакӑнпа усӑ курмаллах, - теҫҫӗ хуҫалӑх ертӳҫисем. Ҫӗр улми вӑрлӑхӗ  сутакан ҫӗрте - черет. Ытларахӑшӗ курава ятарласа ҫакӑншӑн килнӗ. Кашниех паха та лайӑх вӑрлӑх шырать. Хуҫалӑхсем темӗн тӗрлӗ сорт сӗнеҫҫӗ.

Аслӑ ӑрурисемпе сусӑр ҫынсене тавара килне ҫити хула тӑрӑх тӳлевсӗрех ҫитерсе параҫҫӗ. Ҫакна валли ятарласа машин уйӑрнӑ. Курав уҫӑлнӑ ятпа пухӑннисене Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов  саламларӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи "Агрохмель" хуҫалӑх тракторисчӗ Анатолий Аверкин «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят илчӗ.   

Куравра ҫӗршыври 17 регионтан килнӗ пӗрлешӳсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Уяв хӑнисене тарават йышӑнчӗҫ. Сӗтел ҫинче ҫӗр улмирен хатӗрленӗ 130 тӗрлӗ ҫимӗҫ. Вӗсене кашни кӑмӑл тӑвакан ас тивсе пӑхма пултарчӗ. Евгений Шуваев шеф-повар вара ӑсталӑх сехечӗ те ирттерчӗ. Пӗҫернӗ ҫӗр улмипе ҫиме икӗ тӗрлӗ соус хатӗрлеме вӗрентрӗ.

Куравра конференцисемпе ҫавра сӗтелсем те иртрӗҫ. Унта отрасльти ҫӗнӗлӗхсене, ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Ҫӗр улми туса илекенсене патшалӑх пысӑк тӗрев парать. Ҫавна май аталанма паян пӗтӗм май пур. Куравра пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни те паха пулнине палӑртрӗҫ ҫӗр ӗҫченӗсем.

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров