Шупашкарта "Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ" конкурс иртрӗ. Кӑҫалхипе ӑна 3-мӗш хут йӗркеленӗ.

Сумлӑ ята ҫӗнсе илессишӗн тӗп хулари шкулсенче тӑрӑшакан 17 вӗрентекен пултарулӑхне кӑтартрӗ.

Тӑван чӗлхене хисеплесен, юратсан, унпа таса та илемлӗ калаҫма пӗлсен ҫеҫ унӑн пуласлӑхӗ пулать. Конкурса ҫак тӗллевсене тӗпе хурса йӗркелеҫҫӗ те. Кӑҫал тупӑшу Шупашкарти 37-мӗш шкулта иртрӗ. Пӗрремӗш кунхине педагогсем ӑсталӑхне урок тата класс сехечӗ ирттерессинче кӑтартрӗҫ. Тепӗр тапхӑрта вара ӑсталӑх лаҫҫисенче хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ, пултарулӑх номерӗсемпе савӑнтарчӗҫ. Вӗрентекенсен ӗҫне сумлӑ тӳресем хакларӗҫ.

Тӗп хулари 62-мӗш шкулти вӗрентекен Людмила Николаеван урокӗ "Ҫут ҫанталӑка упра" ятлӑ пулчӗ. Ку темӑна вӑл ахаль мар суйланӑ. Кӑҫалхи ҫулталӑк республикӑра Экологи культурин ячӗпе иртет. Ачасемпе ҫут ҫанталӑк пӗлтерӗшӗпе тата ӑна мӗнле упрамаллине сӳтсе яврӗҫ. Людмила Петровна чӑваш чӗлхи учитӗлӗнче 33 ҫул вӑй хурать. Вӗсенчен ытларахӑшне - 62-мӗш шкулта. Ачасене кӑсӑклӑ  мелсемпе усӑ курса тӑван чӗлхене ӑша хывма пулӑшать. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, шӑпах вӑл 17 вӗрентекен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Вӗрентекенсем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ. Ҫулсерен тӗрлӗ конкурса, семинара хутшӑнса хӑйсен ӑсталӑхне ӳстереҫҫӗ. Ӗҫре ҫӗнӗлӗхсем шыраса, уроксенче хальхи технологисемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.  
"Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ" ята тивӗҫнӗ Людмила Николаева Шупашкар хулин чысне республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗ.


Оксана Верликова, Вадим Владимиров