Шупашкарта ҫӗр улми куравӗ паян малалла ӗҫлет

20 ытла регионтан килнӗ предприятисем хӑнасене "иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн" ҫӗнӗ сорчӗсемпе, ҫимӗҫе ӳстерсе аван тухӑҫ илес вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштараҫҫӗ. Вӑрлӑха ҫӗре хывнинчен пуҫласа пухса иличченех сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран, ҫум-курӑкран хӳтӗлемелли им-ҫам та пур экспозицире. Халӑх уйрӑмах йышлӑ пухӑнакан тепӗр вырӑн — ҫӗр улми вӑрлӑхӗ сӗнекенни.

Курав урамранах пуҫланать. Хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ пекех ял хуҫалӑх техники халех хатӗр, ретӗн-ретӗн тӗрлӗ хӑватлӑ машин-трактор лартса тухнӑ. Чылайӑшӗ, паллах, ҫӗр улми пуҫтарса тирпейлемелли. Йӑран хушшине кӑпкалатмалли, им-ҫам сапмалли агрегатсем те пур. Таврара иртенпе халӑх хӗвӗшет. Кашниех тенӗ пек паха сортлӑ ҫӗр улми илме васкать. Нумайӑшӗ  курава ятарласа ҫакӑншӑн килет те. Тӗрлин пахалӑхне сӑнас, малашне ӳстерме чи лайӑххине суйлас тесе кашни ҫул расна тӗс туянакансем те пур. Ҫак тӗллевпе тӗп хуларан кӑна мар, тӗрлӗ тӑрӑхри ялтан Шупашкара ҫитнӗ хуҫалӑх тытакансем.

Кӑҫал регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрӗнче вырнаҫнӑ экспозицире те халӑх хӗвӗшет. Хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе, сӗнекен тавар пахалӑхӗпе, витӗмӗпе паллаштаракан пӗрлешӳсен лапамӗсем 80 таранах.

Кӗркунне лайӑх тухӑҫ илес тесен ӳсен тӑрана ҫу каҫипех тӗрлӗ чир-чӗртен, сӑтӑрҫӑсенчен хӳтӗлемелле. Малтанласа ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем тӗрлӗ хутӑша чикӗ леш енчен туяннӑ пулсан, халӗ ҫак ыйтӑва хамӑр ҫӗршыврах тивӗҫтерме пулать. "Ҫӗр улми - 2024" куравра ыттисемпе танах хӑйӗн продукцийӗпе "Шанс" пӗрлешӳ те паллаштарчӗ.

Чӑваш Ен  ҫулран-ҫул ҫӗр улми, тӗш тырӑ тухӑҫӗпе Атӑл тӑрӑхӗнче малтисен ретӗнче, ҫӗршывӗпе те регион кӑтартӑвӗсем чи ӑнӑҫлисен йышӗнче. Ҫакӑнта, паллах, хуҫалӑхсене тӗрлӗ имҫампа тивӗҫтерекенсен тӳпи те пысӑк. Ку енӗпе ял хуҫалӑх предпритийӗсем, фермерсем хушшинче уйрӑмах шанӑҫа кӗни те шӑпах "Шанс".  

Куравра конференцисем, ҫавра сӗтелсем пыраҫҫӗ, предприятисем пӗр-пӗрин хушшинче малашне ӗҫлеме килӗшӳсем алӑ пусаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗр улмирен пӗҫернӗ тӗрлӗ сӑйпа хӑналанмалли лапам та пур. Унти апата тутаннисӗр пуҫне хӑнасем Сергей Артамонов министр хӑй аллипе хатӗрленӗ ҫимӗҫсене те астивме пултарчӗҫ. Малтанласа шутланӑ тӑрӑх кӑҫалхи курава 10 пине яхӑн ҫын ҫитсе курмалла.

 

Алиса Александрова, Святослав Петров, Виктор Степанов