Шупашкарта Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче "Светлая" подстанци тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлчӗ

Ӑна йӗркене кӗртме 282 ытла миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Ҫӗнӗ объект ку районта пурӑнакансене самай ҫӑмӑллӑх кӳрӗ. 

"Светлая" подстанцие 36 ҫул каялла хута янӑ. Ун чухне ҫак вырӑнта уй пулнӑ. Унтанпа хула самай сарӑлнӑ. "Хӗвеллӗ" ҫӗнӗ микрорайон тата тӗрлӗ суту-илӳ центрӗсем ӳссе ларнӑ. Унсӑр пуҫне подстанци транспорт управленине тата аэропорта электричествӑпа тивӗҫтерет. Унӑн кӑтартӑвӗсене лайӑхлатас тесе, объекта ҫӗнетме йышӑннӑ та. Юсав ӗҫӗсем икӗ ҫул пынӑ. Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансене чӑрмав кӳрес мар тесе, ятарлӑ мобиллӗ подстанци те кӳрсе килнӗ. Ҫапла майпа 27 пин ҫын юсав пынине сисмен тесен те юрать. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫакӑншӑн энергетиксене тав турӗ.

Ҫӗнӗ подстанцие хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Хӑшӗ-пӗрипе мӗнле те пулин кӑлтӑк сиксе тухсан, ӑслӑ техника кун пирки тӳрех пӗлтерӗ. Подстанцин ӗҫне инҫет мелпе асӑрхаса тӑма пулать. Ку специалистсем валли - ҫӑмӑллӑх. "Светлая" подстанцин хӑватне 32 мегаватт таран ҫитернӗ. Юсав ӗҫне "Россети Волга" пӗрлешӳ тимлесе тӑнӑ. Объект хакӗ -  282 ытла миллон тенкӗ. Унсӑр пуҫне компани Чӑваш Енри ытти пӗлтерӗшлӗ объектсене ҫӗнетессипе те ӗҫлет - кӑҫал ҫеҫ 700 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Ҫитес ҫул инвестици калӑпӑшне икӗ хут ытла ӳстерме палӑртнӑ.


Вероника Павлова, Анжелика Кириллова, Михаил Солин