Хӗрарӑм - кил вучахӗн управҫи, ачисене пӑхма та, ҫав хушӑрах мӗнпур ӗҫре хастар пулма, ҫитӗнӳсем тума вӑй-хал ҫитерет. Хӑйӗн ырӑ тӗслӗхӗпе ыттисене хавхалантарса малалла аталанма, тӑван тӑрӑх пуласлӑхӗшӗн ӗҫлеме хистет. Хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗ республикӑра пурӑнакансене те пӗр пысӑк ҫемьене пӗрлештерчӗ. Ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса фронт валли пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Хӗрарӑмсен тӳпи ҫав тери пысӑк ку пуҫарура. Уяв концертне волонтёрсене те йыхравланӑ.
Ӗҫре маттурисене ҫак кун ҫӗршыв, республика шайӗнчи наградӑсемпе чысларӗҫ. Трактор тӑвакансен культура керменӗн директорӗ Наталья Фошина "Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫрӗ. Наталья Олеговна республика шайӗнчи чылай ӗҫ-пуҫ йӗркелет. "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медальне Галина Ертмакована пачӗҫ. Вӑл малтан Елчӗк районӗн архивӗнче ӗҫленӗ. Чӑваш Республикин истори архивӗн ертӳҫинче 23-мӗш ҫул тӑрӑшать.
Выльӑх чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи станцин Эйпеҫри уйрӑмӗн ертӳҫи Ольга Потапова "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ветаринари врачӗ" сумлӑ ята тивӗҫрӗ. Уявра сывлӑх сыхлавӗнче, ял хуҫалӑхӗнче, вӗрентӳ ӗҫӗнче культура, экономика тытӑмӗнче тӑрӑшакансем саламсем йышӑнчӗҫ. Ҫак кун хӗрарӑмсен пӗр-пӗрне ыр сунма та сӑлтавӗ пысӑк.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе Филармони артисчӗсем уяв хӑнисене чаплӑ концертпа савӑнтарчӗҫ.
Алиса Александрова, Борис Андреев