Шупашкар тӑрӑхӗнчи Иккассинче ҫӗнӗ спорт лаптӑкӗ хута кайрӗ

Ҫак парнене кунта пурӑнакансем ял уявӗнче пахаларӗҫ. Ӑна ял тӑрӑхӗсене аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн хута янӑ. Ҫавӑн пекех кунта Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министерстви ирттернӗ "Земля спорта" марафона хутшӑннӑ спортсменсен тӳпи пысӑк.

Иккассинчи ҫӗнӗ спорт лапамне пахалама ҫын йышлӑ пухӑнчӗ. Ялта 463 ҫын пурӑнать, ҫав шутра 140 ытла ҫамрӑк. Спорт площадкипе пурте усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӑл икӗ пайран тӑрать: пӗри - ҫулла волейболла, футболла, баскетболла, хӗлле - хоккейла вылямалли уйрӑм вырӑн. Тепри - ҫулталӑкӗпех усӑ курмалли-кунта тренажерсем, чуччусем, саксем вырнаҫтарнӑ.

Ял тӑрӑхӗсене аталантармалли патшалӑх программи республикӑра ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Кӑҫал 8 проект хута ямалла  - пурӗ 15 миллион ытла тенкӗлӗх ӗҫ тумалла. Ялшӑн пӗлтерӗшлӗ объекта уҫнӑ май, Иккассинче савӑнӑҫлӑ концерт та иртрӗ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем уява пухӑннисене хӑйсен пултарулахӗпе савантарчӗҫ.

 

Надежда Александрова, Степан Гурьянов.