Шупашкар тӑрӑхӗнчи Иккасси салинче кӗске вӑхӑтра ҫӗнӗ чиркӳ туса лартнӑ 

Ӑна кӗлтуса тасатас йӗркене Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий ертсе пычӗ, вӑлах ҫӗнӗ чиркӳре пӗрремӗш служба ирттерчӗ. 

Ҫак ялта 18-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчех йывӑҫ чиркӳ лартнӑ, 1884 ҫулта вӑл аҫа ҫапнипе ҫунса кӗлленнӗ. Турра ӗненекенсем тата Ехрем купса тӑрӑшнипе 1886 ҫулта кунта ҫӗнӗ йывӑҫ чиркӳ никӗсленӗ. Ӑна 1929 ҫулта хупнӑ. Иккасси халӑхӗ пӗр ӗмӗре яхӑн Турӑ ҫурчӗсӗр пурӑннӑ, кӗлтума ытти ялсене ҫӳренӗ. Ку тӑрӑхри пуҫаруллӑ, хӑйсен ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ йӗркелесе пыракан ҫынсем ҫакнашкал лару-тӑрупа килӗшесшӗн пулман.
Пархатарлӑ ӗҫе Сергей Анисимовӑн тус-юлташӗсем, ял ҫыннисем кар тӑрса хутшӑннӑ. Чиркӗве хӑпартса хута ярас ҫӗрте уйрӑмах палӑрнӑ хастарсене Савватий митрополит чунтан тав турӗ, Шупашкар тата Чӑваш епархийӗн асап тӳссе вилнӗ Авраамий Болгарскин виҫҫӗмӗш степеньлӗ медалӗсем, архиерей грамотисем парса чысларӗ.


Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова