Шупашкар тӑрӑхӗнчи "Чӑваш керем" этнокомплексра "Шевле" фестиваль иртӗ

Уяв хӑнисем тӗрлӗ ушкӑн пултарулӑхне хакланисӗр пуҫне йывӑр чирлекен ачасене пулӑшма пултараҫҫӗ. Пухӑннӑ мӗн пур укҫа Аня Чижова ячӗллӗ фонда каять. Фестивале хутшӑнма хатӗрленекен пӗр ушкӑн пирки - пирӗн сюжетра.

"Шевле" фестиваль кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет. Вӑл Чӑваш Енри тин йӗркеленнӗ ушкӑнсене пултарулӑх ҫулне уҫма пулӑшать. "Только поцелуи" ушкӑн пӗлтӗр кӗркунне кӑна чӑмӑртаннӑ. Фестивале хутшӑнни вӗсемшӗн яваплӑ пулӑм, мӗншӗн тесен вӗсем халӑх умне пӗрремӗш хут тухаҫҫӗ.

Ушкӑна Алена Новикова ят панӑ. Вӑл чылай юрӑ авторӗ. Репертуарта хальлӗхе 10 хайлав. Вӗсенчен 7-шне "якатса" ҫитернӗ. Ушкӑнра 4 ҫын. Вӗсем пурте программистсем. Ҫапах та музыкӑпа тахҫанах кӑсӑкланаҫҫӗ. 
Чӗрӗ сасӑна кӑмӑллакан музыкантсем ялан мӗн те пулин ҫӗннине шыраҫҫӗ. Сӑмах май, пурте хӑнӑхнӑ параппанпа пӗрлех электронлине те усӑ кураҫҫӗ.

Ҫамрӑксем "Шевле" фестиваль хӑйсемпе куракансене паллаштармалли лайӑх мел пулнине ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тӑрӑшсах уява хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсен пултарулӑхне ҫитес канмалли кунсенче хаклама пулать. Хальхи юрра-кӗвве кӑмӑллакансене Шупашкар тӑрӑхӗнче "Чӑваш Керем" этнокомплексра кӗтеҫҫӗ.


Надежда Александрова, Вероника Павлова, Святослав Петров