Шупашкар тӑрӑхӗн Правительство кунӗ иртрӗ

Ӑна Трактор тӑвакансен культура керменӗнче йӗркелерӗҫ. Анлӑ пухура экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫӑн 5 ҫулти аталанӑвне тата ҫывӑх вӑхӑтри тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ. 

Правительство кунӗ тӗлне округри волонтерсем, шкул ачисемпе ача сачӗсем курав йӗркеленӗ. Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн Шупашкар тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн хастарӗсем тӑрӑшнипе ҫулталӑк каялла ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксем валли типӗ яшка хатӗрлеме пуҫланӑ. Ку апат-ҫимӗҫ фронтри салтаксене тутӑ пулма, хӑйсене лайӑх туйма пулӑшасса шанаҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Ҫӗньялти культура керменӗнче вара салтаксене пулӑшу кӳрес тӗллевпе хӳтӗлев каррисем, шлемсем ҫине тӑхӑнмалли хатӗрсем ҫыхаҫҫӗ. Халӗ типӗ душ ӑсталас ӗҫе те алла илнӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче фронта 4 пин ытла комплект ӑсатнӑ.

Шупашкар тӑрӑхӗ - республикӑри чи пысӑк округсенчен пӗри. 172 ялпа поселокра 62 пин ҫын пурӑнать. Юлашки ҫулсенче тунӑ ӗҫсемпе муниципалитет пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов паллаштарчӗ.

Шупашкарсен экономика аталанӑвӗнче те пӗлтерӗшлӗ вырӑн ял хуҫалӑх тытӑмӗ йышӑнать.

Сӗт тата аш-какай туса илес енӗпе вӗсем республикӑра малтисен ретӗнче. Халӑх пуҫарӑвӗн проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе те кӑтартусем аван. Пурӗ 900 миллион тенкӗлӗх 540 проект ӗҫе янӑ. Иртнӗ 5 ҫулта тӗрлӗ учреждени ҫурчӗсене юсассипе тата ҫӗнӗрен тӑвассипе ҫине тӑрса ӗҫленӗ. 11 клуб, 4 моделлӗ библиотека уҫнӑ, 11 вӗренӳ  объектӗнче тӗплӗ юсав ирттернӗ, 1 ача сачӗ туса лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра Кӳкеҫре 800 ытла вӗренекен валли шкул хӑпартас ӗҫ малалла пырать. Кӑҫалхи ҫул "Бичурин тата хальхи самана" музея, тӗп культура ҫуртне юсама палӑртнӑ. Сывлӑх сыхлавӗнче те ырӑ улшӑну сахал мар. 24 фельдшерпа акушер пункчӗ тата 1 тухтӑр амбулаторийӗ тунӑ, медицина пулӑшӑвне тивӗҫлӗ шайра кӳме 13 машин туяннӑ. 2030-мӗш ҫулчченхи пысӑк проектсен йышӗнче санаторипе курорт комплексне йӗркелесси, "Вятка" ҫул хӗрринче суту-илӳпе логистика центрне тата Кӳкеҫ поселокӗнче канализаци коллекторне хута ярасси. Тӗл пулӑва пӗтӗмлетнӗ май, Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар тӑрӑхӗн тухӑҫлӑ аталанма пӗтӗм май пуррине, вӗсемпе пӗлсе усӑ курмаллине каларӗ.

Регион ертӳҫи ӗҫре палӑрнӑ хастарсене тава тивӗҫлӗ ятсем тата тав хучӗсемпе алла ҫыхмалли сехетсем парса чысларӗ.

 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров