Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов Ленин районӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулчӗ 

Шупашкарта ҫул-йӗр тытӑмне аталантарма тӗллев лартнӑ. Транспорт шучӗ ҫулсерен ӳссе пынӑ май, хушма ҫулсем  тумалла.  Троллейбус паркне те ҫӗнетсе тӑмалла. Ҫакӑ тата ытти ыйтӑва хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов Ленин районӗнче пурӑнакансемпе сӳтсе яврӗ. 

"Уҫӑ хула" проект Владимир Доброхотов пуҫарӑвӗпе ҫӗнӗрен вӑй илнӗ. Ҫакнашкал пӗрремӗш тӗлпулу нумаях пулмасть Калинин районӗнче иртнӗ. Ку хутӗнче калаҫӑва Ленин районӗнче пурӑнакансене йыхравланӑ. Тӗлпулӑва ҫавӑн пекех хула пухӑвӗн депутачӗсем, территорин хӑй тытӑмлӑх управленийӗн хастарӗсем, Шупашкар администрацийӗнчи специалистсем, йӗрке хуралҫисем хутшӑнчӗҫ. Ленин районӗнче пурӑнмалли ҫуртсене ытларах 50-60-мӗш ҫулсенче лартнӑ. Ҫавна май кунта чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри -  ҫынсене юхӑннӑ пӳртсенчен куҫарасси. Ҫак ӗҫе йӗркелеме республикӑн адреслӑ инвестици программи пулӑшать. Халӗ унта 2017-22-мӗш ҫулсенче пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ Короленко, Ярославски, Юманлӑх тата Станци ҫум урамӗсенчи 4 ҫурта кӗртмелле. Ҫынсем пухура ҫуран ҫӳремелли ҫулсем арканса пынӑшӑн пӑшӑрханнине пӗлтерчӗҫ.

- Ку тӗлӗшпе ӗҫлетпӗр, ҫитес ҫул валли бюджетра Ленин проспектӗнчи, Карл Маркс тата Ленинградски урамӗсенчи ҫулсене тата тротуарсене юсама проектпа смета документацине хатӗрлеме укҫа пӑхса хӑварнӑ, - терӗ хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов.

Экологипе ҫыхӑннӑ тӗпчевсем тата проектсем тӑвакан Мускаври институт хатӗрленӗ концепци тӑрӑх, вокзалсен ҫумӗнчи лаптӑксен сӑн-сӑпачӗ те улшӑнмалла. Энгельс, Чапаев, Николаев урамӗсемпе тата Шкул тӑкӑрлӑкӗпе - пурӗ 10 гектар ытла лаптӑк ҫинче -  реноваци ирттерме палӑртнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн унта кивӗ ҫуртсем вырӑнне ҫӗннисем тумалла, машинсем валли нумай хутлӑ паркингсем пулмалла. Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех хытӑ каяшсене тирпейлессине, тимӗр гаражсене пӑсассине, самокатсемпе ярӑнакансен йышӗ пысӑккине кура тротуарсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстерессине тата спорт секцийӗсене упраса хӑварассине сӳтсе яврӗҫ. Тӗлпулура хускатнӑ пӗр ыйтӑва та тимлӗхсӗр хӑвармасса шантарчӗ Владимир Доброхотов. Хула пуҫлӑхӗпе черетлӗ уҫӑ калаҫу ҫак уйӑхра Мускав районӗн ҫыннисемпе иртӗ.

 

Леонид Петров