"Шупашкар хулашӗ" археологи палӑкне 30 ҫул каяллах уҫнӑ, патшалӑх пӗлтерӗшлисен шута илнӗ. Анлӑ тӗпчев кунта 3 ҫул ӗнтӗ пырать. Кӑҫалхи шырав лаптӑкӗ 116 тӑваткал метрпа танлашнӑ. Тарӑнӑшӗ - 1 метр майлӑ. Ытлашши чавма йывӑртарах - хӑйӑр ишӗлсе пырать. Кунта археологсем 18-мӗш ӗмӗрти ҫурт юлашкине тупнӑ. Вӑл вӑрман хуралҫин ҫурчӗ пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тата тарӑнрах вара вӑтам ӗмӗрсенчи япаласем тухнӑ.
Кӑҫӑлхи экспедицине волонтерсемпе студентсем те йышлӑн хутшӑннӑ. Вӗсем пулӑшнипе 2 эрнере нумай кӑсӑклине тупма пултарнӑ. Хӑш-пӗр тупнӑ япаласем археологсене шухӑша яраҫҫӗ. Вӗсем авалхи историне ҫӗнӗрен уҫӑмлатма пулӑшаҫҫӗ.
Кӑҫал та вилтӑпри тупнӑ, анчах та кунта электричество юпи чавса лартнипе, авалхи ҫын шӑмми-шаккисене аркатса пӑрахнӑ. Апла пулин те ку вӑл 15-18 ҫулхи ҫамрӑк пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ислам тӗнне ӗненекен мар тесе шутлаҫҫӗ. Кӗлеткипе юнашар пиҫиххи, ҫӗҫӗ тата вутчуль хурса панӑ. Экспедицие ҫитес ҫул та малалла тӑсасшӑн.
Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова