"Шупашкар-Арена" Пӑр керменӗнче хӗрарӑмсен канашӗсем хушшинче "Шашка патши" турнир иртрӗ

Пӗрремӗш хут йӗркеленӗ ӑмӑртӑва республикӑри Спорт министерствипе Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнӑ.

Этемлӗхӗн черчен ҫурри пӗр залра пуҫтарӑнчӗ. Студентсенчен пуҫласа сумлӑ ӳсӗмрисем таранах 60 яхӑн ҫын турнира хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Шашка хӑми умӗнчи тупӑшусем пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пуҫланнӑ ӑмӑртӑвӑн финал тапхӑрӗ пулса тӑчӗҫ. Суйлав вӑййисем республикӑри аслӑ шкулсемпе пӗрлешӳсенче темиҫе уйӑх пынӑ. Вӗсене пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.

Турнир ятарлӑ системӑпа килӗшӳллӗн 9 турпа иртрӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем партие 30 минут уйӑракан меслетпе вылярӗҫ. Кун пек чухне пухӑннӑ опытпа пӗлӳ пулӑшать. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Чӑрӑшкассинчен килнӗ Римма Васильева, сӑмахран, ачаранпах шашкӑлла вылять. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Совет Союзӗнчи ӑмӑртусене те хутшӑннӑ, пӗрремӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

Турнир пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх предприятисемпе организацисем хушшинче хулари 1-мӗш клиника больницинче тӑрӑшакан Марина Еремеева мала тухрӗ, аслӑ шкулсен тупӑшӑвӗнче - Чӑваш патшалӑх университетӗнчи Анастасия Павлова. Ҫӗнтерӳҫӗсем "Шашка патшин" коронине тата парнесене тивӗҫрӗҫ.


Алиса Александрова, Дарья Ананьева, Екатерина Янгалакова