Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче тӑлӑх ачасен центрӗ "Лукойл" пӗрлешӗвӗн социаллӑ проектсен грантне ҫӗнсе илнӗ. Ҫапла 163 пин тенкӗ тивӗҫнӗ. Унпа ҫӗвӗ машинисем тата ӗҫре кирлӗ хатӗрсем туяннӑ. Занятисем эрнере 2 хут иртеҫҫӗ. Ҫӗвӗ ӑсталӑхне алла илме ачасене Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн вӗрентекенӗсем пулӑшаҫҫӗ.
Хальхинче педагогсем ӑсталӑх сехечӗ ирттерчӗҫ. Пӗр ушкӑнӗ пусма хӗррисене алӑпа ҫӗлерӗ, тӳме лартма вӗренчӗ. Теприсем машинпа ӗҫлеме хӑнӑхрӗҫ. Ҫавӑн пекех тум-тир мӗнле ӑсталамаллине те тимлерӗҫ.
Юлашки занятисенче вара хӗрсем хӑйсем ҫӗленӗ ҫи-пуҫа дефиле йӗркелесе кӑтартӗҫ. 9 уйӑхра мӗн вӗренни вӗсене малашнехи пурнӑҫра та кирлӗ пулӗ.
Паянхи кун "УПК-21" проекта Чӑваш Енри 200 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑнать. Дмитрий Захаров министр палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пур шкул, колледжсемпе техникумсем, коррекци шкулӗсем умне грант ӗҫне хастартарах хутшӑнма тӗллев лартнӑ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров