Сӗнтӗрвӑрринчи патша тӑвӗ ҫинчи хӑтлӑх ӗҫӗсене подрядчик хӑй шучӗпе туса пӗтерӗ

Контракт тӑрӑх чӳк уйӑхӗн 11-мӗшчен хута ямалла пулнӑ объектсен 50 процентне ҫеҫ йышӑннӑ. Ҫакна экономика министрӗ Дмитрий Краснов вырӑна ҫитсе ҫирӗплетрӗ.

Сӗнтӗрвӑрри хуласене хӑтлӑх кӳме пулӑшакан чи ӑнӑҫлӑ проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫавна май кунти "Патша сӑртне" илемлетме федераци хыснинчен 72 миллион тенкӗ панӑ. Вырӑнти бюджетсенчен тепӗр 8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Проект тӑрӑх, хӑтлӑх ӗҫӗсене ту ҫинчи лаптӑкран пуҫласа Троица чиркӗвӗн лапамӗ таранах тумалла. Кунта хунӑ асфальт тротуар, кӗпер тата сӑрт ҫине хӑпармалли картлашкасем туристсене ҫул татмасӑр ту ҫине илсе ҫитермелле. Ку вырӑнта вара чылай ӗҫ тумалла. Анчах та, подрядчик хальлӗхе палӑртнӑ ӗҫсен 80 ытла процентне ҫеҫ тӑвайнӑ. Вӑл шутра: кану вырӑнӗ, ҫутӑ хатӗрӗсем тата ытти те. Транспорт лартмалли лаптӑк та самай пысӑк та хӑтлӑ темелле. Ҫавах та, тавралла пӑхмалли башньӑ та, уяв ирттермелли сценӑпа кафе те, ача-пӑча вылямалли лапам та хӑҫан хута каясси паллӑ мар-ха. Строительство министерствипе вырӑнти администраци специалисчӗсем объектсене пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн паянхи кунччен тунӑ ӗҫсенче те ҫитменлӗхсем пуррине асӑрхарӗҫ. Вӗсене хӑтлӑхшӑн яваплӑ компани кӑҫалах тӳрлетме шантарать.

Патша тӑвӗ ҫинчи ӗҫсене федераци йӗрки тӑрӑх ҫитес ҫул вӗҫлениччен туса пӗтерме ирӗк пур. Ҫавӑнпа та, ытла пӑшӑрханма иртерех-ха. Туристсемпе экскурси ирттерекенсем вара васкасах хӑйсен программине ҫӗнӗлӗхсем кӗртеҫҫӗ, килен-каян кунта яланах пур. Дмитрий Краснов министр ӗҫсем мӗнле пынине малалла та хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарчӗ.

 

Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Вадим Владимиров