Сӗнтӗрвӑрринче 4 палубӑллӑ "Семён Будённый" теплоход чарӑннӑ

Кун пекки ҫак тӑрӑхра тахҫантанпах пулман. Ҫавӑнпа туристсене хаклӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек уйрӑмах ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Атӑл хӗрринчи хулара нумай пулмасть причал тунӑ, ҫавӑнпа та юханшыв тӑрӑх ҫул ҫӳреме кӑмӑллакансем кӗрсе тухма пуҫланӑ.

Туристсемсӗр вырӑнти юрӑҫсен ушкӑнӗ те, хула историне аван пӗлекенсем те тунсӑхланӑ. Хаваслӑ кӗвӗсем, Сӗнтӗрвӑрри кун-ҫулӗнчи кӑсӑклӑ самантсем, хулари ҫӑкӑр завочӗ туса кӑларакан тутлӑ пӗремӗк - пӗтӗмпех хӑнасем валли. "Водоход" класлӑ теплоход ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут чарӑннӑ. Кун пек кимӗсен маршручӗ пуян та анлӑ. Ҫавӑнпа сӗнтӗрвӑррисем тӗлпулӑва 2 уйӑх хатӗрленнӗ. Ку сезонта причал уҫӑлнипе ытти хӑнасем те пулкаланӑ. Пуласлӑхри тӗллевсем вара тата пысӑк.

Хула та савӑнӑҫлӑ шӑв-шавпа тулнӑ. Чӑваш Енпе паллаштаракан парнесен, тутлӑ ҫимӗҫ сӗнекен пӗчӗк лавккасенче суту-илӳ пырать. Кун пек пысӑк кимӗсемпе хӑнасем килнине сӗнтӗрвӑррисем тахҫантанпа курман. Хӑшӗ-пӗри теплохода кӗтсе илме Шупашкартан ятарласа ҫитнӗ.

"Семён Будённый" теплоход Сӗнтӗрвӑррине 250 туриста илсе ҫитернӗ. Хӑнасене хулапа паллаштарчӗҫ, Хусанти Турӑ Амӑшӗн турӑшӗн чиркӗвне, Ҫветтуй Троица Соборне кӗртсе кӑтартрӗҫ. Ҫитес ҫула кунта шыв транспорчӗпе хуларан-хулана курса ҫӳрекенсем валли 3 программа хатӗрленӗ. Пӗри "Семӗн Будённый" турисчӗсем ҫӳренӗ ҫул-йӗр, тепринче - купсасем пурнӑҫӗпе паллаштаракан музейри экскурси пур, виҫҫӗмӗшӗ - Сӗнтӗрвӑрринчен тухнӑ ӳнерҫӗсем пирки каласа кӑтартассипе ҫыхӑннӑ.

 

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Юрий Марков