Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти врач амбулаторине  "Онкопатруль" пырса ҫитрӗ

Республикӑри специалистем ҫапла тӑтӑшах тухса ҫӳреҫҫӗ, ялта пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫак ӗҫре вӗсене волонтер-медиксем те пулӑшаҫҫӗ. 

"Онкопатруль 21" ятпа иртекен профилактика ӗҫӗн тӗп тӗллевӗ - усал шыҫӑна малтанхи тапхӑрта тупса палӑртасси. Ҫакӑ пациентсене ку амакран сывалма май парать. Пӗлтӗр проектпа килӗшӳллӗн республикӑри онкологсем Улатӑр хулинче, Тӑвай тата Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗсенче пулнӑ, 500 ытла ҫынна йышӑннӑ. Галина Трифонова - Уплер ялӗнчен. Инҫете каймасӑрах сывлӑха тӗрӗслеттерме май пулни уйрӑмах меллӗ, тет.  
Шуршӑлти амбулаторире иртенпех ҫын татӑлмарӗ. Шупашкарти больницӑсенчи тухтӑрсемпе пӗрлех волонтерсем те ӗҫлерӗҫ. Вӗсем йышӑнӑва килнисене сӗнӳ-канашсемпе пулӑшрӗҫ, памяткӑсем валеҫрӗҫ. Кӑҫал тата кун пек ҫӳревсем Улатӑр тата Куславкка тӑрӑхӗсенче йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.

Паянхи куна Чӑваш Енре шыҫӑ чирӗсен 62 процентне малтанхи тапхӑрта тупса палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑнта вырӑна тухса йӗркеленӗ тӗрӗслевсен тӳпи те пысӑк.  Шала кайман амака ҫӗнтерме чылай ҫӑмӑлрах.

Профилактика ӗҫ-пуҫӗ пӗр куна ҫеҫ тӑсӑлчӗ пулсан, куҫса ҫӳрекен маммограф вара Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче эрне ытла пулӗ. Вӑл тӗрлӗ яла ҫитӗ.


Оксана Верликова, Вадим Владимиров