87-ри ӳнерҫӗ пире тӗлӗнтерме пӑрахмасть: тӗнче поэзийӗн юратӑва халалланӑ чи хӳхӗм тӗслӗхӗсене пире ӳкерчӗк урлӑ кӑтартакан курав чун-чӗрене ҫунатлантарать. Мӗн хавхалантарнӑ Праски Виттине этеме ҫын пулма пулӑшакан асамлӑ та асаплӑ, ҫутӑ та ҫепӗҫ хӑват ҫинчен, авторӗсене вилӗмсӗрлетнӗ 362 йӗркене сӑнарласа куллен пӗрер графика ӗҫӗ ҫырма? "Ҫамрӑк чухне Константин Ивановӑн "Нарспине", Ҫеҫпӗл Мишшин хайлавӗсене вуласа чӗре кӑвар пулса ҫунатчӗ", - тет Виталий Петрович. Литературӑна хальччен пулманнине илсе килекен сӑвӑҫсем малашлӑх поэчӗсем иккенне тӳрех туйса илнӗ вӑл. Вырӑс литературинчи авангардистсем вара унӑн тӗнче курӑмӗн чиккисене сарса урӑхла тӗнче уҫма май панӑ.
Графика ӗҫӗсенче 69 поэтӑн 92 сӑвви ӳкерчӗкленнӗ. Тӗрӗсрех - хайлавсен темиҫе йӗрки. Вӗсем - вӑрттӑн тӗнчене кӑшт сирсе кӑтартнӑ пӗчӗк чӳрече пек, кӗнекине тупса малаллине вулас килсе каять. Чӑваш, вырӑс поэзине пӗлетпӗр-ха эпир, анчах тӗрлӗ ӗмӗрти иран, азербайджан, таджик, яппун тата ытти нумай халӑхӑн тарӑн туйӑмлӑ юрату лирикипе кашниех паллашман. Курав кӳршӗри ҫармӑс, тутар, пушкӑрт, удмурт сӑвӑҫисемпе те ҫывӑхлатать.
Праски Витти Ҫеҫпӗл Мишшипе Константин Ивановӑн пултарулӑхӗ хавхалантарнипе тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа та, графика меслечӗпе те темиҫе ярӑм таран ҫырнӑ. Хальхинче Энтип Ваҫҫин, Петӗр Эйзинӑн, Петӗр Яккусенӗн тата ытти чӑваш поэчӗсен йӗркисем те унӑн ӳкерчӗкне кӗрсе вилӗмсӗрленнӗ.
"Ӗмӗр ҫамрӑк Праски Витти пире поэзие, хӑйӗн ӗҫне, хӗрарӑма мӗн таран хисеплесе юратнине кӑтартрӗ", - терӗҫ курава хутшӑнакансем. "Радуга" культура центрӗнче вӑл 4-мӗш хут ҫапла ятарлӑ курав ирттерчӗ - кашнинче вӗр-ҫӗнӗлле. Уҫлӑхри ҫӑлтӑр пек, чӑваш наци ӳнерӗ аслӑ тӗнчере хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне йышӑнасса шанакан яш-кӗрӗм Праски Витти малашне мӗнпе тӗлӗнтерессе кӗтет.
Марина Карягина, Вадим Владимиров