Сасӑлава обществӑлла пӗрлешӳсем те асӑрхаса тӑрӗҫ

Ҫӗршыв президенчӗн суйлавӗччен уйӑхран та сахалрах вӑхӑт юлчӗ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑма чикӗ леш енчи сӑнавҫӑсем те, обществӑлла организацисем те пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Вӑл шутра Чӑваш Енри коммерцилле мар пӗрлешӳсем суйлава ирттерес ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Паянхи куна республикӑри обществӑлла сӑнав штабӗ 14 пӗрлешӳпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Пирӗн телерадиокомпанире иртнӗ тӗл пулура ҫак кунсенче 3 организаципе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлчӗҫ. Вӑл шутра ветерансен республикӑри канашӗпе, Чӑваш обществӑпа культура центрӗпе тата Афганистан вӑрҫин инваличӗсен республикӑри пӗрлешӗвӗпе. Сӑнавҫӑсем пуш уйӑхӗн 15,16,17-мӗшсенче суйлав участокӗсене ҫитсе сасӑлав еплерех пынине асӑрхаса тӑрас тӗллевлӗ.


Надежда Александрова, Светлана Позднякова, Игорь Ульянов