Сӑкӑт хорӗн чапӗ республикӑра иртнӗ ӗмӗртех анлӑ сарӑлнӑ

Патӑрьел тӑрӑхӗнче унсӑр пӗр пысӑк уяв та иртмен. 30 ҫул каялла "халӑх хорӗ" ята тивӗҫнӗ пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитрӗ.

90 ҫул хушши тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессиллӗ ҫынсене тӑванлаштарнӑ аслӑ ялти пысӑк хор. Паян та ҫавӑн пекех. Халӗ Николай Толстов ертсе пыракан ушкӑна 39 юрӑҫ ҫӳрет. Хӑшӗсем - ҫемйипех.

Сӑкӑт халӑх хорӗ - республикӑра чи малтан йӗркеленнисенчен пӗри. Пирвайхи ертӳҫӗ Фёдор Нртин купӑсҫӑ пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче те Агафия Илюхина вӗрентекен саланса кайма паман колхоз хорне. Каярах ӑна 30 ҫул хушши Пётр Ильин пултаруллӑ музыкант ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ, ушкӑна 4-5 саспа юрлаттарнӑ. Ӳсӗм тапхӑрӗ пулнӑ ку. 1960-1970-мӗш ҫулсенче коллектив нумай фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ. Республикӑн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Пётр Ильин  кӗвӗленӗ ҫепӗҫ юрӑсем районти кашни акатуйра янӑратчӗҫ, вӗсем халӗ те хорӑн репертуарӗнче.

Патӑрьел тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов сӑкӑтсене халӑх йӑли-йӗркине упраса аталантарнӑшӑн ырларӗ, чи хастаррисене культура министерствин Тав хучӗпе, округӑн Хисеп хучӗпе чысларӗ. "Эсир - пирӗн тӑрӑхӑн мухтавӗ" терӗ вӑл.

Ытти сумлӑ хӑнасем те хорӑн ҫавра ҫулне пушӑ алӑпа килмен. Валерий Антонов Патшалӑх канашӗн депутачӗ те ял хавалне ҫӗклекен юрӑҫсене Хисеп хучӗсемпе хавхалантарчӗ.

80-мӗш ҫулсен варринче Пётр Ильин ӗҫне унӑн вӗренекенӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Медведев, унтан Игорь Медведев малалла тӑснӑ. Вӗсем ертсе пынӑ тапхӑрта та хор вуншар ҫул пуҫтарнӑ ырӑ йӑласене чӗптӗм ӳкерсе хӑвармасӑр аталантарнӑ.

Хор чӑннипех те - ял илемӗ, ӑна пӗр сывлӑшпа сывлама, пӗр тӑвансем пек пурӑнма май паракан пӗрлӗх. Сӑкӑт гимнӗнчи сӑмахсем яла пӗр чӗре таппин кӗввипе пурӑнма, ҫуначӗ айӗнче ҫупӑрласа ӳстернӗ пултаруллӑ ҫамрӑксене малашне те аслӑ ӳнер тӗнчине вӗҫтерме хавхалантараҫҫӗ.

 

Марина Карягина, Олег Цыпленков