Республикӑри шкул ачисем Шупашкара ӑслӑлӑхпа практика конференцине пухӑнчӗҫ

Пултаруллӑ ача-пӑчапа ҫамрӑксен "Эткер" центрӗнче "Аслӑ Ҫӗнтерӳ еткерӗ" ятпа  пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта Чӑваш тата Беларуҫ республикисенчи шкул ачисем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем хатӗрленӗ тӗпчев ӗҫӗсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ.

"Пирӗн Ҫӗнтерӳ" ӑслӑлӑх проектне хутшӑнакансен ӗҫӗсемпе куравра паллаштарчӗҫ. Шкул ачисем кунта "Эпӗ ентешсем пирки каласа паратӑп" темӑна ҫутатнӑ.

Ачасем фронтран янӑ ҫырусемпе те нумай ӗҫленӗ. Вӗсен авторӗсен кун-ҫулне тӗпченӗ. Тӗп хулари 12-мӗш шкулти 8-мӗш класра вӗренекен Петрпа Мирослава Шимурановсен ҫемйинче ватӑ аслашшӗн Алексей Трофимовӑн 5 ҫырӑвӗ упранса юлнӑ. Вӑл Ленинград хулине хӳтӗлеме хутшӑннӑ. Вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ачасене шкулти учительсем те пулӑшнӑ.

Конференцие уҫнӑ ҫӗре вӑрҫӑ ачине Надежда Алексеевна Нюренберга йыхравланӑ. Ӑна регион ертӳҫи Олег Николаев Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ медальпе чысларӗ. Надежда Алексеевна Смоленск облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл ҫулталӑкри ача пулнӑ. Нимӗҫ фашисчӗсем унӑн ҫемйине Германие хӑваласа кайма пуҫланӑ. Беларуҫ тӑрӑхне ҫитсен тӑшман тыткӑнӗнчен вӗсене партизансем хӑтарнӑ. 1947-мӗш ҫултанпа Надежда Алексеевна Чӑваш Енре пурӑнать.

"Общий путь к Победе" ӑслӑлӑх проектне 300 ӗҫ тӑратнӑ. Унта Беларуҫ ҫӗрне хӳтӗлеме хутшӑннӑ паттӑрсен шӑпине ҫутатса панӑ. Пирӗн ентешсем те вӗсен йышӗнче пулнӑ. Брест крепоҫне нимӗҫ фашисчӗсем чи малтан тапӑннӑ. Паян кунта асӑну комплексӗ вырнаҫнӑ. Сӑмах май, ҫак паллӑ вырӑна Чӑваш Енри 50 шкул ачи - конференцире ҫӗнтерекенсем ҫитсе курма пултарӗҫ. Мемориаллӑ комплекс директорӗ Александр Коркотадзе пурне те хапӑл туса кӗтнине видеоҫыхӑнупа пӗлтерчӗ.

Конференцие хутшӑнакансен ӗҫне сумлӑ комисси хаклӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем ҫу уйӑхӗччен паллӑ пулӗҫ.

 

Надежда Александрова, Михаил Солин