Республикӑри пилӗк суйлав участокне паллӑ ентешсен ятне панӑ

Виҫҫӗшӗ - ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ Раҫҫей Геройӗсен Дмитрий Семёнов, Николай Петров, Александр Старчков  ячӗпе хисепленсе тӑраҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлта Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаев летчик-космонавта хисеп тунӑ. Шупашкарти Ленин районӗнче вара суйлав кунӗ Василий Чапаев ячӗллӗ участок алӑкне уҫӗ.

Василий Чапаев ячӗллӗ 1937-мӗш участок Шупашкарти вӑтам пӗлӳ паракан 6-мӗш шкулта вырнаҫнӑ. Сӑмах май, вӗренӳ учрежденийӗ те паллӑ дивизи командирӗн ячӗпе хисепленсе тӑрать. Ҫавна май кунта Василий Чапаева халалланӑ уйрӑм стенд та пур. Сасӑлама килекенсене паттӑр кун-ҫулӗпе паллашма кӑсӑк пуласса шанаҫҫӗ суйлав комиссийӗнче ӗҫлекенсем.

Суйлав участокӗсене паллӑ ентешсен ятне парас йӑла Раҫҫейре 2011-мӗш ҫулта Тула облаҫӗнче ҫуралнӑ. Унӑн тӗллевӗ-тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе, мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗпе паллаштарасси, патриотизм туйӑмне ӳстересси, сасӑлава  хутшӑнакансене илӗртесси. Халӗ ҫавнашкал участоксем нумай регионта пур. Чӑваш Енре ун пекки пиллӗк.

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти 1130-мӗш суйлав участокӗ Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗн Андриян Николаев летчик-космонавтӑн ячӗпе хисепленсе тӑрать. Тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ мухтавлӑ ентешне кунта асрах тытаҫҫӗ. Пурӑннӑ чухне вӑл тӑван тӑрӑхне килсех тӑнӑ. Унпа тӗл пулнӑ самантсем ял-йыш асӗнче упранаҫҫӗ.  Кӑҫал  Андриян Николаев  ҫуралнӑранпа 95 ҫул пулать. Суйлав участокне чӑваш кӑйкӑрӗн ятне пани сумлӑ та пӗлтерӗшлӗ.

Шуршӑлти суйлав участокӗнче 800 ҫынна шута илнӗ. Президента суйламалли кун, пуш уйӑхӗн 15,16-17-мӗшӗсенче пурне те кунта хапӑл туса кӗтетпӗр, - теҫҫӗ комисси пайташӗсем. Сасӑлава хутшӑнакансене Андриян Николаевӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. Ҫав шутра виҫҫӗмӗш космонавтӑн юратнӑ юррине те шӑрантарӗҫ.


Екатерина Фомина, Михаил Нагоркин, Игорь Ульянов