Республикӑри онкологи диспансерӗ хальхи йышши техникӑпа пуянланнӑ

Вӑл шутра операци сӗтелӗсем, эндоскопи хатӗрӗ, наркоз памалли аппарат тата ытти те.

Хальхи хирургӑн професси тӗлӗшӗнчен ӑста пулни кӑна ҫителӗксӗр. Унӑн техникӑна та лайӑх ӑнланмалла. Республикӑри онкологи диспансерӗнче операцисен ҫуррине халӗ эндоскопи мелӗпе тӑваҫҫӗ. Организмра тунӑ пӗчӗк шӑтӑксем витӗр инструментсем тата видеокамера чикеҫҫӗ. Экран ҫинче пысӑклатса кӑтартни хирурга йӑлтах мӗн ӗҫленине курма май парать.

Акӑ, тухтӑрсем пыршӑ шыҫҫипе аптраканӑн пурнӑҫне ҫӑлаҫҫӗ. Кунта вара эндоскопи хатӗрӗ ӳкерчӗке 3Д форматпа курма май парать. Ятарлӑ куҫлӑхпа тухтӑр тата та лайӑхрах курать. Ку вара наркоз ямалли ҫӗнӗ аппарат. Вӑл пациентӑн сывлӑхне пур енлӗн асӑрхаса тӑма май парать, анестези пахалӑхӗ те пысӑкрах. Электроэнерги пӗтсе ларсан та прибор 4 сехет ӗҫлеме пултарать. 
Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курни тӗрлӗ чире хирӗҫ тухӑҫлӑрах кӗрешме пулӑшать, пациентсем те операци хыҫҫӑн хӑвӑртрах урӑ ҫине тӑраҫҫӗ. Иртнӗ ҫул  Республикӑри онкологи диспансерӗнче пурӗ 7 пин операци тунӑ.


Диана Иванова, Татьяна Иванова, Виктор Степанов