Ҫак кун уяв лапамӗ спортсменсемпе тата куракансемпе лӑк тулли пулчӗ. Республикӑри фитнес-аэробика федерацине саламлама Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсенчен те хӑнасем йышлӑ килнӗ. Ҫавра ҫула халалласа харӑсах 3 пысӑк тупӑшу иртрӗ: ача-пӑча фестивалӗ, республикӑри ӑмӑрту тата Чӑваш Ен Кубокне выляттарчӗҫ. 3 теҫетке ҫул хушшинче фитнес - аэробика самай аталанса вӑй илнӗ. Вӑл шутра федераци проекчӗсем те сахал мар пулӑшаҫҫӗ. Республикӑра ҫак спорта явӑҫакансен шучӗ ҫулсерен ӳссе кӑна пырать. Паян Чӑваш Енре фитнес-аэробикӑн 15 уйрӑмӗ ӗҫлет. Вӗсенче 12 пин ытла ҫын ӑсталӑхне туптать. 41 атлет Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫланӑ.
Тупӑшусем ҫӳллӗ шайра иртни те яш-кӗрӗм спортпа кӑсӑкланнине ҫирӗплетет. Вӗсене Чӑваш, Тутар тата Мари Республикисенчен пурӗ 81 команда хутшӑнчӗ. Хӑйсен ӑсталӑхӗпе тӳресемпе куракансене пин те 500 яхӑн атлет паллаштарчӗ.
"Стэп аэробика" дисциплинӑра 11-13 ҫулти ачасем хушшинче Йошкар-Ола хулинчен килнӗ "Экстра Тим" командӑна ҫитекен пулмарӗ. Ку ушкӑн паянхи кун хӑйсен ӳсӗмӗнче ҫӗршывра чи вӑйли шутланать. 8-10 ҫултисем хушшинче те Мари Эл команди мала тухрӗ. Ушкӑнпа тупӑшнипе пӗрлех спортсменсем хӑйсен пултарулӑхне дуэтра кӑтартрӗҫ. Кил хуҫисем те палӑрчӗҫ. Оксана Вербинӑн вӗренекенӗсем "Новое поколение" ӑмӑртура чи маттурисем пулчӗҫ. Тӳресен йышӑнӑвӗпе "Вихрь" ушкӑн "Аэробика" дисциплинӑра пъедесталӑн пӗрремӗш картлашкине йышӑнчӗ.
Леонид Петров, Елена Михайлова, Екатерина Янгалакова