Ҫакӑн йышши капмар поликлиника республикӑри округсенче хальлӗхе ҫук. 4 хутлӑ учреждени киввипе танлаштарсан виҫӗ хут пысӑкрах. Кунне кунта 500 пациент йышӑнма пултарӗҫ. Ял ҫыннисем поликлиника тахҫан йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнине те астӑваҫҫӗ. Ҫавна май ку тӑрӑхра пурӑнакансем ҫӗнӗ сиплев учрежденийӗ уҫӑласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Канаш тӑрӑхӗ ҫулсерен аталанса пырать. Халӗ кунта 35 пин ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ поликлиникӑна 2022-мӗш ҫулта хӑпартма пуҫланӑ. Вӑл район больницин стационарӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗнче аслӑ ӳсӗмрисем валли те, ачасем валли те хӑтлӑ майсем пулӗҫ. Пӗчӗк пациентсем ҫурта уйрӑм алӑкран кӗрӗҫ. Поликлиникӑра хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ лабораторипе диагностика блокӗ йӗркелҫҫӗ. Урӑхла каласан пациентсен сывлӑхне вырӑнтах туллин тӗрӗслеме пулать.
Температурӑпа килекенсем валли те уйрӑм ҫӗртен кӗмелли алӑк пӑхса хунӑ. Ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнчен стационара каҫмалли ӑшӑ коридор туни те паха. Ҫапла пӗр вырӑнта сывлӑх сыхлавӗн анлӑ комплексӗ пулса тӑрать.
Хальлӗхе поликлиника 79 процент хатӗр. Строительсем шалти ӗҫсене тӑваҫҫӗ: электротытӑм, вентиляци майлаҫҫӗ. Объект хакӗ 544 миллион тенкӗ. Ку укҫана федераци тата республика хыснинчен уйӑраҫҫӗ.
Оксана Верликова, Татьяна Иванова, Димитрий Макаров