Республикӑри ҫамрӑк боксерсем федераци округӗ тата ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртусене хатӗрленеҫҫӗ

Тольяттире бокс енӗпе Атӑлҫи федераци округӗнчи ӑмӑрту иртрӗ. Унта Чӑваш Енри 13 спортсмен хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Пӗчӗк йышпа пулин те вӗсем 2 ылтӑн, 1 кӗмӗл тата 1 бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен пӗри Муркашри спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

Сумлӑ ӑмӑртура тӗп парнене ҫӗнсе илме - Раҫҫейри финала тухма Канашри Артем Ситкинпа Муркашри Серафим Хораськин пултарчӗҫ. Серафим 54 килоллисен ушкӑнӗнче республикӑра чи вӑйли. Вӑл кашни кунах Муркашри "Сывлӑх" спорт комплексӗнче ӑсталӑхне туптать. 17-ри каччӑн тӗллевӗсем пысӑк - 18 ҫул тултарсан спорт мастерӗн кандидачӗн ятне хӳтӗлесси. Унччен ака уйӑхӗнче пулакан Раҫҫейри ӑмӑртура хӑйне тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Тренерсем унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе кӑмӑллӑ. Пысӑк пӳллӗ, вӑрӑм алӑллӑ боксера хирӗҫ тӑма ыттисене йывӑртарах пулнине ӑнланаҫҫӗ.

Боксера ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама тренерсем ҫеҫ мар, спорт шкулӗн ертӳҫисем те пулӑшаҫҫӗ. Килти ӑмӑртусене кӑна хутшӑнни ҫителӗксӗррине ӑнланса тӑтӑшах тухса ҫӳреме май туса параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ачасене аталантарас тесе спорт шкулӗ вӑйне те, укҫине те шеллемест.

Серафимӑн ҫӗнтерӗвӗ ыттисемшӗн тӗслӗх. Ҫывӑх вӑхӑтрах Атӑлҫи округӗнче юниорсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Тренерсем республикӑри ҫамрӑксен унта ҫӗнтерес шанӑҫ пысӑк пулнине курсах тӑраҫҫӗ.


Алиса Александрова, Надежда Александрова, Вячеслав Ильин