Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Мӑньял Хапӑс ҫывӑхӗнче авалхи масар пулнине Игорь Павлов таврапӗлӳҫӗ пӗлтернӗ. Вӑл унта 2012-мӗш ҫулта хӗрарӑм капӑрлӑхӗсене тупнӑ. Хыҫҫӑнах чӑваш археологӗсем ӗҫе пикеннӗ. Хӑйсене пулӑшма Мордва Республикинчи ӗҫтешӗсене йыхравланӑ.
Сӑрпа Сӗве хушшинче яланах тӗрлӗ халӑх пурӑннӑ. Археологсем 2-мӗшпе 3-мӗш ӗмӗрсенчи авалхи ирҫесен культурине 1300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче тӗпченӗ. Ҫывӑх вӑхӑтрах 4 автор ҫак темӑпа монографи пичетлесе кӑлармалла.
Масарта пуянсемпе чухӑнсене уйрӑммӑн пытарнине асӑрханӑ. Пуянсен вилтӑприйӗ 6 метр сарлакӑш таран пулнӑ. Хӗрарӑмсене тӗрлӗ капӑрлӑхпа ӗмӗрлӗхе ӑсатнӑ - пӑхӑр-бронзӑран пуҫласа ылтӑн-кӗмӗл таранах.
Вӑл вӑхӑтра ку тӑрӑхра пурӑнакансем ытти патшалӑхпа суту-илӳ тунине те ҫирӗплетнӗ. Авал мӗнле чашӑк-тирӗкпе усӑ курнине кӑна мар, мӗн тӑхӑннине те археологсем тӗпчесе пӗлнӗ. Тӗслӗхрен, пуҫа ҫӑмран ҫыхнӑ калпаксем тӑхӑннӑ. Мӑньял Хапӑс ҫӑвинчи тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗ пирки хальлӗхе ниҫта та вуласа пӗлме ҫук. Ҫавӑнпа та курав историпе кӑсӑкланакансемшӗн, студентсемпе шкул ачисемшӗн интереслӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне курма килнисене тӑмран савӑт хатӗрлеме вӗрентӗҫ. Наци музейӗнчи экспозици пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Надежда Александрова, Михаил Солин