Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хатӗрлекен патриотла ӗҫе ҫулталӑк каялла Раҫҫей президенчӗн хушӑвӗпе пуҫарса янӑ. Ҫавна май ҫӗршывра ҫакӑн евӗр 21 центр уҫнӑ. Чӑваш Енре йӗркеленӗ "Воин" пӗрлешӳ ҫулталӑкри ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе Раҫҫейре малти вырӑна тухнӑ. Ҫар ҫыннисем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе Республика Пуҫлӑхне паллаштарчӗҫ. Ҫамрӑксене кунта чӑн-чӑн салтак пулма хатӗрлеҫҫӗ.
Кунтах ҫамрӑксем пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗсемпе усӑ курма вӗренеҫҫӗ. Вӗсен ҫаврӑнулӑхне тӗрлӗ чӑрмавлӑ вырӑнта тӗрӗслесе хӑйсен ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Ҫумри пӳлӗмре вара ҫамрӑк курсантсем шкул ачисене аманнӑ ҫынна пӗрремӗш пулӑшу пама хӑнӑхтараҫҫӗ. Пӗтӗмпех инструктор куҫӗ умӗнче пулса иртет.
Ҫакӑн евӗр ӑсталӑх сехечӗсем тӑтӑшах тӗрлӗ ял-хулара иртеҫҫӗ. Инструкторсем пӗлӳ ҫурчӗсемпе аслӑ шкулсене тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫар ӗҫне хӑнӑхтарнипе пӗрлех ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван ҫӗршыва хаклама вӗрентеҫҫӗ.
Ҫулталӑк хушшинче "Воин" центрта 3 пин курсантпа 270 педагог ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Ҫамрӑксемпе 250 ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ. Ҫавна май патриотла ӗҫ те анлӑланса пырать. Ҫамрӑк армеецсемпе кадет юхӑмӗн хастарӗсем иртнӗ ҫулталӑкра ҫеҫ пин ҫурӑ ытла ӗҫ-пуҫа хутшӑннӑ. Кӑҫалхи "Зарницӑра" тупӑшма вара 27 пин шкул ачи регистрациленнӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 4 пин ача ытларах. Ҫуллахи кану лагерӗсенче те ҫамрӑксене патриотла ӗҫе ытларах явӑҫтарма палӑртнӑ. Уявра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ "Воин" центр ӗҫне пысӑк хак парса малашне те ҫапла тухӑҫлӑ ӗҫлеме сунчӗ. Вӗрентӳре уйрӑмах палӑрнисем тав хучӗсемпе парнесене тивӗҫрӗҫ.
Алекей Енейкин, Михаил Солин