Республикӑра туберкулеза хирӗҫ кӗрешмелли "Шурӑ чечек" пӗтӗм тӗнчери акци малалла пырать

Тухтӑрсем куҫса ҫӳрекен флюорографсемпе тӗрлӗ вырӑна ҫитеҫҫӗ. Хальхинче ӳпкине тӗрӗслеттерес текенсем Шупашкарти 5-мӗш поликлиника ҫывӑхӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.

Кашнин ҫулталӑкра пӗрре флюорографи тухмалла. Ҫакӑ туберкулез тата шыҫӑ чирӗсене тупма май парать. Ҫак тӗллевпе уйӑхлӑха йӗркелеҫҫӗ те.

Ӳпкене хальхи йышши аппаратпа ӳкерсе илеҫҫӗ. Ҫакӑ сывлӑха сиен кӳмест. Тӗрӗсленес умӗн хатӗрленмелле те мар. Паянпа ыран куҫса ҫӳрекен лаборатори Ҫӗнӗ хула микрорайонти ҫемье врачӗн офисӗ ҫывӑхӗнче пулать.

Акци пуҫланнӑранпа 700-ре яхӑн ҫын ӳпкине тӗрӗслеттернӗ. Вӑл шутра 85 ача. "Шурӑ чечек" акци ака уйӑхӗн 20-мӗшчен пырать. Ҫавӑн пекех уҫӑ алӑк кунӗсем иртеҫҫӗ, шанӑҫ телефонӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Кашни кӑмӑл тӑвакан туберкулезран мӗнле сыхланмаллине, чирлесен мӗнле сипленмеллине ыйтса пӗлме пултарать. Тӗплӗнрех акци вӑхӑтӗнчи ӗҫ-пуҫ пирки медицина учрежденийӗсен сайчӗсенче тата социаллӑ ушкӑнӗсенче пӗлме пулать.

 

Диана Иванова, Виктор Степанов