Республикӑра пӗрремӗш хут ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх аукционӗ иртрӗ

Ӑна Шупашкар тӑрӑхӗнчи "Чебомилк" хуҫалӑх пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Ҫӗршыври 10 регионтан пухӑннӑ специалистсем ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Ял хуҫалӑх специалисчӗсем валли виҫӗ кунлӑх анлӑ программа хатӗрленӗ. Хӑнасене малтанах "Чебомилк" агрокомплекс ӗҫӗпе паллаштарчӗҫ.

"Ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси хуҫалӑхсен куҫӗпе. Паянхи тата малашлӑх" ятпа иртнӗ конференцире отрасль аталанӑвне сӳтсе яврӗҫ, выльӑх пӑхакансен пӗрлешӗвне йӗркелесси пирки калаҫрӗҫ. Ӗҫ-пуҫа ҫӗршыври 10 регионтан 150 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Вӑл шутра экспертсем, хуҫалӑхсемпе тӗрлӗ ведомство ертӳҫисем. Хӑнасем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе, ӗҫри опычӗпе паллаштарчӗҫ.

Чӑваш Енре выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ 20 ҫулта республикӑра сӗт туса илесси 10 процент ӳснӗ.

Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыври вӑтам кӑтарту 6 процентпа танлашать. Регионта халӑха кирлинчен пӗр хут ҫурӑ ытларах сӗт туса илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли программӑна ҫирӗплетнӗ.
Отрасле аталанма патшалӑх тӗрев пани пулӑшать. Ӑратлӑ вӑкӑр вӑрлӑхне туянакан ял хуҫалӑх предприятийӗсене тата килти хушма хуҫалӑхсене тӑкакăн 70 процентне саплаштараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кашни ӑратлӑ выльӑх пуҫне субсиди уйӑраҫҫӗ. Иртнӗ 4 ҫулта кӑна республикӑра 3 миллиард тенке яхӑн тӳленӗ. Пулӑшу кӑҫал та пулать.

Конференци усӑллӑ та тухӑҫлӑ иртнине палӑртрӗҫ пухӑннисем. Вӗренмелли, ҫӗннине пурнӑҫа кӗртмелли пурах, терӗҫ.


Диана Иванова, Игорь Ульянов