Республикӑра концесси килӗшӗвӗпе тӑвакан виҫӗ шкула вӑхӑтра хута ярас тӗллевлӗ

Республикӑра концесси килӗшӗвӗпе виҫӗ шкул малалла хӑпартаҫҫӗ: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫре. Объектсенчи плана ҫурри ытла пурнӑҫланӑ. Ӗҫ мӗнле пынипе ҫак кунсенче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ.

Виҫӗ пӗлӳ ҫуртӗнчен чи пысӑкки - Шупашкарти "Хӗвеллӗ" микрорайонти. Вӑл 1400 ачана йышӑнма пултарӗ. Хальхи вӑхӑтра шкул строительствине 52 процент пурнӑҫланӑ. Объектра 250 ытла ҫын вӑй хурать. Ҫывӑх вӑхӑтра рабочисен шутне тата ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Ытти ӗҫсемпе пӗрлех таврари лаптӑка хӑтлӑлатама тытӑнмалла.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Интернационалист салтаксен урамӗнче вырнаҫнӑ пӗлӳ ҫурчӗ те 54 процент хатӗр. Подрядчик палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫлекенсен шучӗ те, техника та ҫителӗклӗ. Тулта та, шалта та ӗҫ вӗрет.   
Кӳкеҫ поселокӗ аталанса пынӑ май, кунта ҫӗнӗ шкул хӑпартас ыйту тахҫантанпах ҫивӗч тӑрать. 825 вырӑнлӑ пӗлӳ ҫуртне хута яни икӗ сменӑпа ӗҫлекен лицея ҫӑмӑллӑх кӳрӗ. Кунта, виҫӗ шкулпа танлаштарсан, пуринчен лайӑх катарту - плана 61 процент пурнӑҫланӑ. Объектра 160 яхӑн строитель вӑй хурать. Вӗсем штукатурка тӑваҫҫӗ, чӳречесене лартаҫҫӗ, шалти стенасене хӑпартаҫҫӗ, коммуникацисене йӗркелеҫҫӗ.

Концесси килӗшӗвӗпе ӗҫлесси - пирӗн республикӑшӑн ҫӗнӗлӗх. Ҫавна май, паллах, хӑшпӗр ыйту сиксе тухать. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев лару-тӑрупа паллашнӑ май, шӑпах чӑрмавсене сӳтсе яврӗҫ, вӗсене татса памалли ҫул-йӗре палӑртрӗҫ.

Концесси килӗшӗвӗпе ҫӗклекен шкулсене тума федераци хыснинчен кӑна 2 миллиард та 700 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтпа килӗшсе тӑракан ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗсене кӑҫалхи ҫул вӗҫне туса пӗтермелле. Ачасем вара парта хушшине 2025-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче лармалла.

     
Оксана Верликова, Михаил Солин