Виҫӗ объектран кӑтартусем чи лайӑххи - Ҫӗнӗ Шупашкарти Интернационалист-салтаксен урамӗнче вырнаҫнӑ шкулта. Кунта строительствӑпа монтаж ӗҫне пӗтӗмпех вӗҫленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра ытти кирлӗ тытӑмсене хута яма хатӗрленеҫҫӗ.
Шупашкарти "Хӗвеллӗ" микрорайонти шкулта ӗҫсем кӑшт йывӑртарах пыраҫҫӗ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем ӑна хута ярасса чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Пурӗ пӗлӳ ҫурчӗ пӗр пин те 400 ачана йышӑнма пултарӗ. Подрядчик объектри строительствӑпа монтаж ӗҫне икӗ уйӑхра вӗҫлеме шантарать. Йывӑрлӑхсем проекта улшӑнусем кӗртме тивнипе ҫыхӑннӑ.
Кӳкеҫре тӑвакан шкулта та ҫитменлӗхсем пур. Вӗсен ытларах пайӗ подряд организацине вӑхӑтра укҫа уйӑрманнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май материалсем ҫителӗклӗн туянма майсем пулман. Республикӑн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Алексей Ладыков объектсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн вӗсене хута ямалли графике кӑҫалхи утӑ уйӑхӗччен тӑснине пӗлтерчӗ. Ҫавна май ачасем ҫитес вӗренӳ ҫулне ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗсенче пуҫлассине палӑртрӗ.
Оксана Верликова, Дарья Петрова, Святослав Петров