Республикӑра кӗрхи культурӑсен чӗрӗк пайӗ япӑх хӗл каҫнӑ

Кӗрхи культурӑсем пиҫӗхсе сиенленес хӑрушлӑх пуррине кура Чӑваш Енре регион ертӳҫин Указӗпе ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркине йышӑннӑ. Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн регионти филиалӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, 24 пин те 900 гектар ҫинчи калча япӑх хӗл каҫнӑ, ку вӑл мӗн пур лаптӑкӑн 27 проценчӗ. Специалистсем тыр-пул лаптӑкӗсене халӗ тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.

Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн специалисчӗсем тулӑ калчине хак параҫҫӗ. Чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркине йышӑннине кура кӗрхи культурӑсене вӗсем халӗ тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Вӑрмар тӑрӑхӗнчи "Свебрата" хуҫалӑха та ҫитрӗҫ. Акана кунта паян тесен паян тухма хатӗр, техника юсавлӑ, минераллӑ удобренисене кӳрсе килнӗ. Кӗрхисене хуҫалӑх 950 гектар ытла акса хӑварнӑ.

Чир-чӗр ҫулӑхнисӗр пуҫне кӗрхи калча пиҫӗхсе кайнипе те шар курма пултарать. Юр хулӑннине тата тӑпра тарӑн шӑнманнине пула кӑҫал ҫак хӑрушлӑх уйрӑмах пысӑк.

Кӗрхисене республикӑра 92 пин гектар акса хӑварнӑ. 20 пин ытла гектар ҫинчи калча хӗле лайӑх чӑтса ирттернӗ. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 27 процентне вара япӑх тесе хаклаҫҫӗ. Хирсем юртан тасалса пынӑ ҫемӗн ку кӑтарту улшӑнма пултарать, теҫҫӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗнчи агрономсем.

Калча пӗтнӗ вырӑнсене, ахӑртнех, ҫӗнӗрен акма тивӗ. Вӑрлӑх ҫителӗклӗ янтӑланӑ - виҫӗ пин тонна ытла, - теҫҫӗ вӑрмарсем.

Ял хуҫалӑх министерстви кӗрхи культурӑсен анисене тӗрӗслесех тӑмаллине асӑрхаттарать. Акнӑ лаптӑкӗсене страхланӑ хуҫалӑхсен тӑкакӗсене саплаштарма май пур. Ҫурхи ҫанталӑк кӑмӑлӗ улшӑнсах тӑрать. Ҫавна май хире тухма кирек хӑш вӑхӑтра та хатӗр пулмалла.

Сӑмах май,  Вӑрнар тӑрӑхӗнчи "Санары" агрофирма уй-хир ӗҫне республикӑра никамран малтан пуҫӑннӑ. Кӗрхи тулӑпа ыраш калчисене апатлантарма тытӑннӑ кунта.


Екатерина Фомина, Виктор Степанов