Энтузиастсен урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра лифтсем тахҫанах кивелнӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа кунта хӑпарса анмалли 5 ҫӗнӗ хатӗр вырнаҫтарнӑ. Ҫапах та ҫуртра пурӑнакансем вӗсӗмпе усӑ кураймаҫҫӗ - ӗҫе вӗҫлемен. Хусанкай урамӗнчи 40-мӗш ҫуртра та ҫакнашкал лару-тӑру. Килӗшӳ тӑрӑх, подряд организацийӗн лифтсене ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех хута ямалла пулнӑ, анчах та ӗҫ вӑраха кайнӑ.
Хусанкай урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вара тинех ҫӗнӗ лифтсем ҫӳреме пуҫланӑ. Вӗсене 2 подъездра ҫӗнетнӗ, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене шута илнӗ.
Паянхи куна 54 лифт улӑштарнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне тепӗр 24-шне хута яма шантарать подрядчик. Пурӗ кӑҫал республикӑра нумай хваттерлӗ ҫуртсенче 442 лифт ҫӗнетмелле. Вӑл шутра тӗплӗ юсав программипе те, федераци пулӑшӑвӗпе те.
Республикӑра пӗтӗмпе пин те 704 лифт кивелнисен шутӗнче. Иртнӗ 10 ҫулта 485-не улӑштарма май килнӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров