Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӑрӑшакансен ӗҫӗнчен килте - ӑшӑ, картишпе урамра тирпейлӗ те хӑтлӑ пуласси килет. Ҫавӑнпа та ҫак тытӑмри ҫивӗч ыйтусене пӗлсен, ӑнлансан, кулленхи пурнӑҫра та ҫӑмӑлрах пулӗ. Ҫак тӗллевпе ҫыраҫҫӗ те коммуналлӑ хуҫалӑх темипе диктант. Чӑваш патшалӑх университечӗн аудиторийӗнчӗ студентсемпе пӗрлех хӑйсен пӗлӗвне строительство министрӗ, тӗп хулари ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗн ертӳҫи, депутатсем тӗрӗслерӗҫ.
Диктанта хут ҫинче мар - электронлӑ майпа ҫыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа кашнин аллинче телефон. Ятарлӑ хушӑмра 25 ыйтӑва хуравламалла. Ҫакӑн валли 25 минут уйӑраҫҫӗ.
Хӑшӗ-пӗр студент ӗҫе 6-8 минутрах вӗҫлерӗ. Чи малтан ҫырса пӗтернӗ 3 ҫынна "Единая Россия" партин штабӗнче чыслӗҫ, парнесем парса хавхалантарӗҫ. Ытти студентсем пурте электронлӑ сертификат тивӗҫрӗҫ. Акци ака уйӑхӗн 20-мӗшчен пырӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров