Ҫавал иртнӗ эрне вӗҫӗнчех ҫыранран тухнӑ. Ҫуртсем патне ҫитес хӑрушлӑх вара шыв шайӗ тата метр ытла хӑпарсан сиксе тухать. Ҫапах та специалистсем ун пекки пулмасть теҫҫӗ. Апла пулин те лару-тӑрӑва кулленех асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Вӑл шутра квадрокоптерсемпе сӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах уй-хиртен анакан ҫурхи шыв та сахал мар сиен кӳме пултарать: хуралтӑсене, карта-хӳмене ҫӗмӗрсе хӑварать. Ку видеона Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккелте ӳкернӗ. Унта шыв пахчасенчи тулӑхлӑ ҫӗре юхтарса кайнӑ, хӑй хыҫҫӑн тарӑн вар хӑварнӑ. Ял ҫыннисем ҫапла пуласса пач кӗтмен.
Надежда Александрова