Республикӑра ҫырла туса илекенсен йышӗ ӳссе пырать

2021-мӗш ҫултанпа ҫак ӗҫе аталантарма 31 ҫын грант илнӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи Александр Викторов та кӑҫал пахчинче пылак ҫимӗҫ пиҫессе шанать. Ҫӗр ҫырлине вӑл пӗр гектар лаптӑк ҫинче лартнӑ.

Кӗҫӗн Таяпа ялӗнче пурӑнакан Александр Викторов хӑйӗн ӗҫне 2019-мӗш ҫулта пуҫарнӑ. Юхӑннӑ хуҫалӑх ҫуртне илсе йӗркене кӗртнӗ вӑл. Выльӑх пусса тирпейлекен цех уҫнӑ. Ал-ура ҫавӑрса янӑ май аш-какайран тӗрлӗ юр-вар та хатӗрлеме пуҫланӑ.

Продукцие ыйтакан чылай, ҫавна май цеха пысӑклатас шухӑш пур, - тет Александр Викторов предприяти ӗҫӗпе Сергей Артамонов министра паллаштарнӑ май. Фермер патӗнче халӗ пурӗ 8 ҫын тӑрӑшать. 
Кӑҫал вара Александр Юрьевич хӑйӗншӗн ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫӗр ҫырлине ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче лартса хӑварнӑ, хура пленкӑпа витнӗ.  Ҫакӑ ҫум курӑка сарӑлма памасть, тӑпрари нӳрӗке тытса тӑма пулӑшать, ҫырла та кун пек хӑвӑртрах пиҫет, - ӑнлантарать Александр. Шултра, хитре, пылак пулакан "Фриго Мурано" ятлӑ сорта килӗштернӗ вӑл. Ӗҫе пуҫӑнас умӗн фермер ыттисен опытне тӗпченӗ.   Александр Викторовӑн тӗллӗвӗсем пысӑк. Ал-ура ҫавӑрса ярсан хӑмла ҫырлипе кӑвак ҫырла та ӗрчетме пуҫласшӑн.  
Пулӑшу майӗсем анлӑ, ӗҫлекенсене патшалӑх тӗрев пама хатӗр, - терӗ Сергей Артамонов. Паянхи кун ҫырлан ытларах пайне ҫӗршыва чикӗ леш енчен кӳрсе килеҫҫӗ. Ӑна хамӑр патрах туса илме май пуррине фермерсем хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ. - Халӗ эпир агропромышленноҫ комплексӗн 2025-2030-мӗш ҫулсенчи аталану ҫул-йӗрне хатӗрлетпӗр, пӗлтерӗшлӗ ӗҫсен шутне улма-ҫырла культурисене туса илессине кӗртме палӑртнине пӗлтерчӗ министр. Александр Викторова вӑл ӑнӑҫу сунчӗ. Ӑсталӑх пухма утӑ уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче пулакан Ҫырла фестивальне хутшӑнма сӗнчӗ. 


Екатерина Фомина, Святослав Петров