Республикӑра ҫураки вӑй илсе пырать

Хире 16 округра тухнӑ, чи нумаййи Улатӑр, Патӑрьел, Пӑрачкав, Вӑрнар тӑрӑхӗсенче акнӑ. Ҫӗр ӗҫченӗсем хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑкпа усӑ курса юлма васкаҫҫӗ.

Патӑрьел тӑрӑхӗнче пур хуҫалӑх та уя тухнӑ. "Батыревский" пӗрлешӳре хӗрӳ ӗҫҫи 3-4 кун каялла пуҫланнӑ, 200 ытла гектар урпапа пӑрҫа акнӑ та ӗнтӗ. Пурӗ вара тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсем валли кунта 850 гектар уйӑрнӑ.  "Исток" агрофирмӑпа Камиль Салихов фермер хуҫалӑхӗнче те ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тенине тӗпе хурса тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑватлӑ техника ӗҫе хӑвӑрт, пахалӑхлӑ тума май парать. Вӑрлӑх, минераллӑ удобрени, топливо ҫителӗклӗ. Ҫанталӑк ирӗк парсан хуҫалӑхсем акана ҫитес 5-6 кунта вӗҫлес тӗллевлӗ, - тет Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов. Республикӑра паянхи кун тӗлне тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 7 пин ытла гектар акнӑ. Пӗлтӗр ҫак вӑхӑтри кӑтарту 169 гектар пулнӑ.

 

Екатерина Фомина