Республикӑра черетлӗ технопарк хута кайрӗ

Сӑмах пысӑк промышленноҫ объекчӗ - "Машзавод" пирки пырать. Экономикӑри пӗлтерӗшлӗ пулӑма халалланӑ уява Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.

"Машзавод" лаптӑкӗ 40 пин тӑваткал метр йышӑнать. Паянхи куна кунта 12 предприяти ӗҫлет. Вӗсем тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Вӑл шутра ял хуҫалӑх техники, хӑмла пуҫтармалли комбайнсем, лифтсем, 4 "Дӑ" аттракционсем тата ытти те. Хӑшӗ-пӗри хӑйсен продукцине ытти ҫӗршывсене те ӑсатать. Проекта пурнӑҫа кӗртме 629 миллион тенкӗ инвестици хывнӑ. Ытларах пайӗ - "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ субсиди.  Ҫитес ҫултан резидентсем туяннӑ хатӗрсен тӑкакӗсене 40 процент саплаштарма пуҫлаҫҫӗ. Унччен 30 процент пулнӑ. "Машзаводра"  хальхи йышши пир-авӑр станокӗ те тӑваҫҫӗ. Ку вӑл промышленноҫри юлашки ҫитенӳсенчен пӗри. Хатӗре Беларуҫ Республики те ыйтать. Унсӑр пуҫне хӑмла татмалли тата типӗтмелли техника кӑларассине те йӗркелесе ярасшӑн.

Аса илтеретӗп, маларах "Абат" промышленноҫ технопаркӗ хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен вара "Волгахим" промышленноҫ паркӗ хута каймалла.

 

Диана Иванова, Андрей Шоклев.