Республикӑра ача-пӑча кӗнекин эрни пырать

Пӗтӗм ҫӗршыври акцие кашни ҫулах ҫурхи каникул вӑхӑтӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал ӑна Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ. Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотеки йӗркеленӗ уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче уҫрӗҫ.

Театра пырса кӗрсенех тӗрлӗ пултарулӑх авӑрне лекетӗн. Кунта ӑсталӑх сехечӗсем ӗҫлерӗҫ. Пӗчӗк хӑнасем ача-пӑча кӗнеки хатӗрлеме те, ӳкерчӗксем тума та, йӑх йывӑҫҫине йӗркелеме те пултарчӗҫ. Юмахри сӑнарсем ачасене кӗнеке тӗнчине илӗртрӗҫ. Кӑҫал акци "Ҫемье вулать - пӗтӗм ҫӗршыв вулать" девизпа иртет. Цифра технологийӗсен вӑхӑтӗнче кӗнеке алла тытни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Пухӑннисем куравпа кӑмӑлпах паллашрӗҫ, ҫырӑвҫӑсенчен автограф илчӗҫ. Эрнипех республикӑри библиотекӑсенче пӗчӗк вулакансем валли усӑллӑ та кӑсӑклӑ ӗҫ-пуҫ палӑртса хунӑ.

Акци пуҫланнӑ ятпа ачасене Культура министрӗ Светлана Каликова саламларӗ. Пӗлтӗр республикӑра библиотекӑсен кӗнеке фондне пуянлатма 150 пин ытла ҫӗнӗ издани туяннӑ, вӗсенчен ҫуррине яхӑн - ача-пӑча кӑларӑмӗсем. Видеокӗпер мелӗпе уява Андрей Усачёв ҫыравҫӑ хутшӑнчӗ, кӗнеке пӗлтерӗшӗ пирки витӗмлӗ сӑмах каларӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри паллӑ поэт-писательсем те саламларӗҫ. Вӗсен йышӗнче - Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши.

Кӗнекепе туслӑ ҫын анлӑ тавракурӑмлӑ, таса та илемлӗ калаҫать. Паллах, кун пирки чи малтанах ачасене ашшӗ-амӑшӗн вӗрентмелле. Хӑйсен ырӑ тӗслӗх кӑтартмалла. Ҫурхи каникул пуҫланнӑ май пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттересси пирки шутламалла.


Диана Иванова, Михаил Солин