Конкурсӑн сумӗпе шайӗ ҫулран-ҫул ӳссе пырать. Кӑҫал ӑсталӑх тупӑшӑвӗ 33 енпе иртрӗ. Вӑл шутра 7 ҫӗнӗ ӑмӑрту: флористика, вокал, библиотека ӗҫӗ тата ытти те. Конкурса шкул ачисемпе студентсем, ӗҫлекен ҫамрӑк специалистсемпе пӗрлех ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем те хутшӑнчӗҫ. Шупашкарти Экономикӑпа технологи колледжӗнче тупӑшу 7 енпе иртрӗ. Студентсем хӑйсен пӗлӗвне экономикӑпа бухгалтер ӗҫӗнче те кӑтартса пачӗҫ. Студентсем компьютерпа бухгалтер программинчи ӗҫсене турӗҫ. "Ҫакӑнта хутшӑнни ҫӗнӗ пӗлӳ парать, унпа вара малашне усӑ курӑпар", - терӗҫ вӗсем.
Ҫӗвӗҫсен те тупӑшу кӑсӑклӑ пулчӗ. Уйӑрнӑ вӑхӑтра пӗрисем юбка-брюки, теприсем блузка ҫӗлерӗҫ. Конкурсра мала тухнисем республика чысне Мускавра пулакан "Абилимпикс" наци чемпионачӗн финалӗнче хӳтӗлӗҫ.
Оксана Верликова, Святослав Петров